Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПЕДАГОГИКА ĂСЧАХӖСЕМ ХУСАНТА ПУÇТАРĂНАÇÇӖ

Вӗрентӳ ӗлӗкхи пек те юлмӗ. Пире йăларипе дистанцилле майсен синтезӗ кӗтет.

Майăн 27-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 9-мӗшӗччен Хусанти (Атăлçи)  федераллă университетра педагогика вӗрентӗвӗпе тӗнчери чи лайăх мероприятисенчен пӗри – IFTE халăхсен хушшинчи форум иртет. Кăçалхи шучӗпе улттăмӗш, онлайн-форматпа вара пӗрремӗш хут пулать. Педфорума пурӗ 800 ытла ученăй хутшăнать. Вӗсен шутӗнче Раççей тата ют çӗршывсен ертӳçӗ педагогӗсем. Кун пирки ХФУ вӗрентӳ енӗпе проректорӗ Дмитрий Таюрский пӗлтерчӗ.

Таюрский сăмахӗсемпе, мероприяти Хусанти аслă шкулшăн çеç мар, пӗтӗм тӗнчери вӗрентӳпе психологи сферин представителӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ.

«Коронавирус кăçалхи форума хăйле май улшăнусем илсе кӗчӗ. Пӗрремӗш хут мероприяти виртуаллă форматпа иртет. Паллах, дистанциллӗ вӗрентӳ тӗп темăсен шутӗнче пулӗ. Эпир Раççейри, ют çӗршывсенчи ертӳçӗ опытсемпе паллашса вӗсене сӳтсе явăпăр», – терӗ Дмитрий Таюрский. Тӗнче шайӗнчи конференци ирттересси Хусан университечӗшӗн çирӗп тӗрӗслев, пӗрремӗш пысăк опыт. Проректор сăмахӗсемпе, ун валли пур енлӗн хатӗрленнӗ.

Форумра пурӗ 275 университетпа наукăпа вӗрентӳ организацийӗсен представителӗсем хутшăнаççӗ. Çав шутра 80-шӗ ют çӗршыв  университечӗсем. Педфорумăн конференцийӗн программине 17 тӗп доклад кӗнӗ. Хăйсен опычӗпе Раççей, АПШ, Великобритани, Австрали, Ирланди тата ытти çӗршывсен ертӳçӗ ученăйӗсем паллаштараççӗ.

Проректор сăмахӗсемпе, педфорумăн программи çав тери анлă. Виртуаллă форматпа çавра сӗтелсем, дискуссисем, пленарлă лекцисем, халăхсен хушшинчи онлайн-симпозиумсен серийӗ, творчествăлла проект ӗçӗсен енӗпе тӗпчев ушкăнӗсен ларăвӗсем, докладсен хăтлавӗсем иртеççӗ.

КФУн Психологипе вӗрентӳ институчӗн директорӗ Айдар Калимуллин пӗлтернӗ тăрăх, форума хутшăнакан ученăйсенчен 200-шӗ КФУ сотрудникӗ. «Педфорум халӗ Тутарстанри аслă шкулсене кăна мар, Раççейрисене пурне те интереслентерет. Кăçал вӗрентӳ кăткăс лару-тăрура пурнăçланса пычӗ. Пандемие пула тӗнчери мӗнпур аслă, вăтам профессилле тата вăтам шкулсем дистанциллӗ майпа ӗçлерӗç. Раççейре кăна мар, ют çӗршыври хăш-пӗр вӗрентӳ учрежденийӗсем те хатӗр марччӗ ăна. Çав шутра Европа çӗршывӗсенче те. Пуринчен ытла  онлайн-вӗрентӗве психологи енчен хатӗр пулмарăмăр. Çавăнпа кăçалхи форумра ытларах цифровизаци çинчен калаçăпăр. Докладсен 60 проценчӗ унпа çыхăннă».

Айдар Калимуллин ХФУна дистанцилле вӗрентӳпе ыттисен опычӗ интереслентернине пӗлтерчӗ. «Çак лару-тăрура анлă конференци ирттерсе Хусанти федераллă университет просветитель функцине пурнăçлать», – терӗ педагогика институчӗн директорӗ.

Тепӗр тӗлӗнмелле япала та пӗлтерчӗ Айдар Калимуллин. Июнӗн 5 – 6-мӗшӗсенче  пулакан секцисенче тӗнчери тӗрлӗ кӗтесре вырнаçнă университетсен ученăйӗсем виртуаллă шлем тăхăнса пӗр аудиторире пуçтарăнаççӗ. Ку фантастика киновне аса илтерет. Анчах фантастика мар, техника çитӗнӗвӗн эксперименчӗ. Пӗр аудиторире пуçтарăнас тесен пурин шлемӗ те пӗр пек конфигурациллӗ пулмалла. Енчен те Раççей е ют çӗршыв аслă шкулӗсенче ун аналогӗ пулмасан эксперимента тутарстан шайӗнче те пулин ирттереççех. Шлем 40 пин тенкӗ тăрать. Айрат Калимуллин пӗлтернӗ тăрăх, малашне шлемсемпе студентсене вӗрентме анлăн усă курасшăн. «Коронавирус чӗртнӗ пек лару-тăру урăх пулмассине эпир калама пултараймастпăр. Çавăнпа малашне вӗрентӳре дистанциллӗ майпа ют çӗршыври университетсемпе çыхăнса ӗçлеме тӗрлӗ мелсем кирлӗ пулаççӗ. Шлем пулăшнипе эпир тӗнчери чи лайăх университетсенче вӗренекен студентсене пӗрле пуçтарса занятисем ирттерме пултаратпăр», – çӗнӗлӗхпе паллаштарчӗ директор.

Ун сăмахӗсемпе, паняхи тӗп задача – учительсене дистанцилле формăпа ӗçлеме вӗрентесси, тӗнчери лайăх опыта вӗрентӳ процесне кӗртесси. Учительсене хатӗрлес тесен вара çӗнӗ пӗлӳ, опыт кирлӗ.

Паян ашшӗ-амăшсене вӗрентӳ пуçӗпех онлайн формата куçасси питӗ хумхантарать. Социаллă сетьсенче ăна хӗрӳ сӳтсе яваççӗ. Паллах, журналистсем ку ыйтăва пресс-конференцире çӗклерӗç. Дмитрий Таюрский вӗрентӳ дистанциллӗ май çине куçмассине пӗлтерчӗ, ун сассинче иккӗленӳ сисӗнмерӗ. «Паллах, вӗрентӳ программи ку лару-тăру хыççăн палăрмаллах улшăнать. Вăл кăткăс. Анчах пăшăрханма сăлтав çук. Йăлари вӗрентӳ юлатех. Мӗншӗн тесен шкулпа учителӗн тивӗçӗсем пӗлӳ парассипе кăна вӗçленмеççӗ. Шкула çӳресе ача дисциплина йӗркине хăнăхать, воспитани илсе социализациленет, коммуникативлă пултарулăхне аталантарать тата ытти те. Çапах вӗрентӳ ӗлӗкхи пек те юлмӗ. Пире йăларипе дистанцилле майсен синтезӗ кӗтет», – терӗ ХФУ проректорӗ.

Айрат Калимуллин кун хыççăн учителӗн обществăри вырăнӗ улшăнасси çинчен каларӗ: «Юлашки вăхăтра вӗрентекене хисеплесси йăшса пычӗ. Пандеми вăхăтӗнче Раççей обществи учителӗн пӗлтерӗшне, кирлӗлӗхне, ман шутпа, питӗ лайăх ăнланса илчӗ».  

Ун шучӗпе, дистанциллӗ форматăн чи начар енӗ – психика сывлăхне шута илменни. Ученăй шучӗпе, негативлă палăрусем обществăра вăхăт иртсен пулаççех. Нумай çемьере психика лару-тăрăвӗ япăхнă. Çавăнпа ку енӗпе те педагогика институтӗнче нумай ӗçлеме палăртнă.

Сăмах май, педфорум виртуаллă майпа иртни Тутарстан вӗрентекенӗсемшӗн те меллӗ. Вӗсем хăйсене кирлӗ симпозиумсемпе канашлусене, ларусене хутшăнма пултараççӗ. ХФУ сайтӗнче кашни кун форумăн расписанине вырнаçтараççӗ. Килӗшнине суйламалла та хутшăнмалли çеç юлать. Енчен те пӗр-пӗр спикер килӗшрӗ, унпа калаçас килсен институт унпа çыхăнма мӗнпур контактсене парать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев