Сувар

Пенси те çӳп-çап реформи мар, хаксем ӳсни айăплă

Коммунистсем çумне ытти партисен кăтартăвӗсене хушсан çынсен 25 проценчӗ влаçри партин ӗç-хӗлӗпе, илсе пыракан политикипе кăмăлсăр.

ТР Пӗрлехи информаци центрӗнче ӗç кунӗпе вӗресе тăчӗ. Кашни çур сехетре кунта парти, власть органӗсен, Обществăлла палата представителӗсемпе пресс-конференцисем пулчӗç. Ӗç кунӗ Хусан патшалăх технологи университечӗн пашалăх управленийӗпе социологи кафедрин, социологи наукисен докторӗпе Андрей Тузиковпа тӗл пулнипе вӗçленчӗ. Вăл суйлав умӗн республикăри хуласемпе ялсенче социаллă ыйтăм ирттернине пӗлтерчӗ, унта 9 пин çын хутшăннă.

Ыйтăмран тутарстансенчен 69,9 проценчӗ «Единая Россия» партие, 12,7 проценчӗ – коммунистсене, лдпрсене – 4,7 процент, «Справедливая Россия» партие – 4,3 процент, Раççей коммунисчӗсене – 3,8 процент çын шанни курăнать. Коммунистсем çумне ытти партисен кăтартăвӗсене хушсан çынсен 25 проценчӗ влаçри партин ӗç-хӗлӗпе, илсе пыракан политикипе кăмăлсăр. Андрей Римович шучӗпе, çынсем сулахаялла сулăнни – обществăра социаллă тӗрӗслӗх идейин кирлӗлӗхӗ тӗп вырăн йышăннине кăтартать.

– Пенси, çӳп-çап реформисем тавра шăв-шав çӗкленчӗ пулин те, çынсене ытларах хаксем ӳсни, ачасене вӗрентсе кăларма йывăрланса пыни хумхантарать. Çапах та обществăри лару-тăрăва çивӗч, пурнăç япăхланчӗ тесе калас килмест. Мӗнле калас, потребитель идеологийӗн вăхăтӗнче, ырлăх-пурлăх шайӗ ӳснӗ  чухне çынсен влаçран кӗтни самай ӳсет (рост ожидания), – терӗ Андрей Тузиков.

С.Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ.  

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: