Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çырав ирттерекене мӗнле палласа илмелле?

Тутарстанстат управленийӗн пуçлăхӗн Наталья Гатауллинăн сăмахӗсемпе, переписчика палласа илме йывăр пулмасть. Унăн хăй çумӗнче ятарлă удостоверени, планшетлă кăвак сумка, çак тӗслех жилетпа шарф, фонарь пулаççӗ.

Пӗрремӗш хут çырав ӗçне волонтерсене явăçтараççӗ. Ку ӗçе хутшăнма кирлинчен те ытларах заявка килнӗ – 585, вӗсенчен 485-шне суйласа илнӗ. Волонтерсене те ятарлă удостоверени «ВПН» (пӗтӗм Раççейри çырав) символпа палăртнă жилет тăрăх палласа илме пулӗ. Удостоверени паспортпа пӗрле кăтартсан кăна чăн шутланать. Переписчик планшечӗ çине пуçтарăнса пыракан информацие хăрушсăрлăхпа тивӗçтерме «Аврора» операци системине лартнă тата геолокаци те. Ку çыравпа ӗçлекене тӗрӗслеме май парать.

Наталья Гатауллина сăмахӗсемпе, халăха тата çырав персоналне хăрушсăрлăхпа тивӗçтерессипе РФ ШӖМӗ мӗнпур кирлӗ мерăсене йышăннă. Çырав пынă вăхăтра патруль ӗçӗ вăйланӗ. Контролерсемпе переписчиксене пурне те инкекрен страхлама йышăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев