Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Петербург чăвашӗсем Донецкра

Санкт-Петербург тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçипе Валериан Гавриловпа кунти ЧНКА пайташӗ, «Юрату» ансамблӗн солистки Марина Кириллова Ленинград облаçӗн делегацийӗпе пӗрле август уйăхӗнче Донецк Халăх Республикинчи Енакиево хулинче пулчӗç.

Пирӗн ӗçлӗ визит Енакиево хула администрацийӗнче методика семинарӗнчен пуçланчӗ. Çамрăксен министерстви, Президент гранчӗсен тата культура пуçарăвӗсен фончӗсем урлă грант конкурсӗсене мӗнле хутшăнмаллине Ленинград облаçӗн Туслăх Çурчӗн ертӳçин çумӗ, Раççей халăхӗсен ассамблейин регионти уйрăмӗн ертӳçи Елена Ермолина ăнлантарчӗ, Алексей (Дудин) атте чиркӳпе патшалăх мӗнле çыхăну тытни пирки каласа пачӗ. Эпӗ обществăлла организацисем мӗнле йӗркелемелли пирки каларăм. Федерацин Чăваш наципе культура автономийӗн канашӗн пайташӗ пулнăран Донецкри Раççей халăхӗсен Çурчӗн ертӳçипе Ирина Владимировна Белаковăпа та тӗл пултăм. Унпа эпир Донбасра Чăваш наципе культура центрне туса хурасси пирки калаçрăмăр. Ирина Владимировнăна килӗшрӗ ку шухăш. Йăхташсене тупма тата организацие йӗркелемешкӗн документсемпе пулăшма шантарчӗ вăл. 

Ентеше тӗл пултăмăр

Кун хыççăн ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем сипленекен медицина учрежденине гуманитари пулăшăвне леçме кайрăмăр. Унти салтаксене концертпа савăнтартăмăр. Эпӗ Валери Тургайăн «Суворов снова с нами» сăввине вуласа патăм. «Имамад» дагестан ташă ансамблӗ хӗрӳ ташшипе савăнтарчӗ. Пухăннисем Елена Таникова сӗрме купăспа каланине сывламасăр тенӗ пек итлерӗç. «Юрату» ансамблӗн солистки Марина Кириллова вара темиçе чӗлхепе юрларӗ. Концерт вăхăтӗнче куракансен йышӗнче Чăваш Енри Патăрьел чăвашӗ Василий Александрович Антонов та пуррине пӗлтӗмӗр. Концерт хыççăн хăйпе тӗл пултăмăр. Сăпайлă, анчах питӗ хăюллă салтак. Юлташӗсем ăна кӗçех командира лартассине пӗлтерчӗç. Ку хыпара илтсен питӗ савăнтăмăр. Хăйне чăвашсен управ паллине парнелесе ăнăçу сунтăмăр. «Çăмăл мар, анчах пурпӗр çӗнтеретпӗр, чун хавалӗпе эпир вăйлăрах», – терӗç атьсем пире унти чăн лару-тăрупа паллаштарнă май. «Сипленекен çамрăк салтаксен умӗнче концерт лартма çав тери йывăр пулчӗ, анчах хăйсем пире çав тери ăшă йышăнни вăй хушрӗ», – тесе хакларӗ ку тӗлпулăва кӗскен Туслăх Çурчӗн ертӳçин çумӗ Елена Ермолина.

Ачасем – пирӗн пуласлăх

Делегаци чи пӗчӗккисемпе, ача садне çӳрекенсемпе те тӗл пулчӗ. Асăннă комитет пуçарнă #Vсе_Кто_Zа платформăн ӗçӗпе килӗшӳллӗн, Ленинград облаçӗн мӗнпур районӗ тата наципе культура пӗрлешӗвӗсем Донбасс ачисем валли парнесем – сăрă-кăранташсем, вăйăсем, ксилофонсемпе пукане театрӗ таранах парса ячӗç. Садиксенчен пӗринче пире хамăра та ачасем юрă-кӗвӗпе савăнтарчӗç. Ленинград облаçӗ ирттернӗ «Паянхи хӳтӗлевçӗсем ачасен куçӗпе» ӳкерчӗксен конкурсне хула паркӗнче пӗтӗмлетрӗç. Çӗнтерӳçӗсене Андрей Панов парнесем парса чысларӗ. Çапла майпа Енакиевăри 10 ача çӗнӗ смартфонлă пулчӗ çав кун. Раççей кунне халалласа кăларнă почта конверчӗсем те асăнмалăх пулӗç. Мӗншӗн тесен вӗсем çине çак конкурса килнӗ чи лайăх ӳкерчӗксене пичетленӗ. 1-мӗш вырăн йышăннă Мария Морозюкăн ӳкерчӗкӗпе акă 500 штук конверт кăларнă. Санкт-Петербургри Армян наципе культура автономийӗ Енакиевăпа Ленинград облаçӗ хушшинче шахматпа пӗрремӗш онлайн-турнир ирттернӗ. Унта Енакиевăран, Горловкăран, Санкт-Петербургран, Ленинград облаçӗнчен, Ереванран, Улан-Удэрен пурӗ 24 шахматист хутшăнса вăй виçнӗ. Çӗнтерӳçӗсене (вӗсем Харцызскран, Горловкăран тата Енакиевăран) Санкт-Петербургри Армян наципе культура автономийӗн ертӳçи Арутюн Балян шахмат кубокӗсемпе чысларӗ. Кунсăр пуçне вырăнти шкула пилӗк комлект шахмат парнелерӗ.

«Эпир пурте – Раççей»

Делегаци çаплах Çветтуй Покров храмӗнче те пулчӗ. Гатчин епархийӗн пачăшки Алексей (Дудин) атте çар пачăшкине Владимир аттене кунта чиркӳ япалисем, фронтри салтаксем валли çуртасем, турăшсем, кӗлӗ кӗнекисем, управ пиçиххийӗсем тата Александр Невский аслă кнеç сăнӗллӗ çар хоругвине (çапăçура усă курмалли ялав) пачӗç. Унтан вăл Горловкăпа Славянск епархийӗн пачăшкипе Алексей аттепе пӗрле служба ирттерчӗ. Нева хӗрринчи артистсемпе Енакиево пултарулăх ушкăнӗсем пӗрле хула паркӗнче лартнă концерт та асра нумайччен упранӗ-ха. «Имамад» дагестан ташă ансамблӗ хăватлă ташларӗ, Елена Таникова сӗрме купăспа юрă-кӗвӗ шăрантарчӗ. Марина Кирилловашăн вара «çăлтăрлă» самант пулчӗ тесен те юрать. Халăха вăл пилӗк чӗлхепе юрласа тӗлӗнтерчӗ.

Концертăн кульминацийӗ Раççей гимнӗ сассипе 100 метрлă Раççей ялавне сарни пулчӗ. Ку ӗçе Ленинград облаçӗн делегацийӗпе пӗрлех Енакиевăри çамрăксен организацийӗсен, вӗрентӳпе культурăн, хула администрацийӗн представителӗсем, тӗн çыннисем, хула çыннисем хутшăнчӗç. Мероприяти Федераллă агентство, Раççей халăхӗсен Çурчӗ, Волгоградри Туслăх Çурчӗ пулăшнипе иртрӗ.

(Валериан ГАВРИЛОВ. Санкт-Петербург. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России