Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пире мӗн кирлине хамăртан лайăхрах пӗлекен çук

Тутарстанри 6 министерствăн 2022 çула палăртнă тӗллевӗсемпе задачисемшӗн декабрӗн 7-мӗшӗччен ТР Патшалăх услугисен порталӗнче е https://open.tatarstan.ru/polls ссылкăпа кӗрсе тата «Услуги РТ» мобильлӗ приложени урлă сасăлама та, хамăр сӗнӳсене кӗртме те пулать.

сасăлав

ЫРЛАНИ МАР, СӖННИ КИРЛӖ

Министерствăсен эксперчӗсем 2022 çула палăртнă тӗллевсемпе задачăсемшӗн декабрӗн 7-мӗшӗччен сасăлама пулать

Тутарстансем регионти 6 министерствăн (сывлăх сыхлав, культура, вӗрентӳпе наука, ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх, спорт, çамрăксен ӗçӗсен) 2022 çула палăртнă чи кирлӗ ӗçӗсемшӗн сасăлама кăна мар, хăйсем те сӗнӳсем пама пултараççӗ. Влаçшăн та, халăхшăн та усăллă ку. Мӗншӗн тесен çынсене мӗн кирлине хăйсенчен лайăхрах пӗлекенни çук. Тӗслӗхрен, коронавируспа чирлесе ирттернисем валли пăхăннă реабилитаци, ача сачӗсемпе тивӗçтересси те акă халăх сӗнӗвӗпе йышăннă программăсем. «Пире ырлани мар, сӗнӳсемпе пуçарусем кирлӗ», – терӗ Тутарстанăн Обществăлла палатин председателӗ Зиля Валеева ноябрӗн 23-мӗшӗнче «Татмедиара» иртнӗ пресс-конференцире сасăлавăн кирлӗлӗхне палăртса.

 

Асăннă министерствăсен эксперчӗсем 2022 çула палăртнă тӗллевсемпе задачăсемшӗн декабрӗн 7-мӗшӗччен ТР Патшалăх услугисен порталӗнче е https://open.tatarstan.ru/polls ссылкăпа кӗрсе тата «Услуги РТ» мобильлӗ приложени урлă сасăлама та, хăйсен сӗнӗвӗсемпе варианчӗсене кӗртме те пултараççӗ. Сăмах май, паянхи кун тӗлне 21 пин ытла çын сасăланă ӗнтӗ.
Сывлăх сыхлав министерстви, тӗслӗхрен, 2022 çулта çак енӗпе ӗçлеме палăртать: паллиативлă пулăшăва анлăлатасси, ял çыннисене медицина пулăшăвӗ парассине ансатлатасси, усал шыçăсене малтанхи стадире асăрхассине вăйлатасси, юн паракансен шутне ӳстересси, Тутарстанри медицина учрежденийӗсенче органсен трансплантацийӗн практикине анлăлатасси.
 Культура министерстви вара библиотека фончӗн 10 процентне цифра çине куçарса интернета вырнаçтарас, Тутарстанри писательсен пӗрлехи электронлă базине тăвас, 500-тен кая мар паллă тутар произведенине кӗвӗ итлемелли тата ытти цифра платформине вырнаçтарас шутлă. Республикăри специалистсене явăçтарса, пурлăхпа техника ресурсӗсемпе усă курса çамрăк режиссерсене иккӗрен кая мар кӗске метражлă фильм кăларма пулăшассине те уйрăммăн палăртать.
Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин тӗп тӗллевӗсем:  регистрацилекен ӗçсӗррисен шутне ӗçлеме пултаракансен пӗтӗмӗшле йышӗн 1 процентӗнчен ирттермелле мар, тупăшӗ пурăнмалли минимумран пӗчӗк граждансен шутне 25 пин çынна чакармалла, çитӗннӗ инвалидсем валли ӗç вырăнӗсем туса памалла.
Çамрăксен ӗçӗсемпе ӗçлекен министерствăн эксперчӗсем те чи кирлӗ ӗçсене палăртнă. Халăх ырласан, учета тăратмалли, «ТР çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йӗрпе тивӗçтересси» программăпа çурт-йӗр туянма (лартма) парăнакан социаллă тӳлевӗн свидетельствине илмелли цифрăллă сервис тата «Тутарстан çамрăкӗсем» пӗрлехи платформа ӗçлеме пуçлӗç. Ял çамрăкӗсен проекчӗсене тӗрев парасси, çамрăксене интернетра хăйсене тытас культурăна, хăрушсăрлăха вӗрентесси.
Çамрăксен ӗçӗсемпе ӗçлекен министерствăн интернетри хăрушсăрлăх темине ТР Вӗрентӳпе наука министерстви те малалла тăсас шутлă.  Усал шухăшлă çынсен витӗмне лекесрен сыхлакан мероприятисене ачасене явăçтармалла. Сахалтан та 2000 класс ертӳçин ăсталăхне «Класăн воспитани ӗçне психологипе, педагогикăпа çыхăнтарасси» программăпа ӳстермелле, аслă шкул хыççăн шкулсенче 3 çултан ытларах ӗçлекен педагогсен шутне йышлатмалла.
Спорт министерствин те тӗллевӗсем пысăк: çӗнӗ 20 спорт сооруженийӗ лартмалла, пуррисене тӗпрен юсамалла, Раççей сборнăйӗсене кӗрекен спортсменсен йышне ӳстермелле. Çăмăллăхсемпе усă куракансемшӗн физкультурăпа спорт услугисем ытлашши хаклă маррине тӗрӗслемелле тата ытти те.
Тепӗр хут аса илтеретпӗр, ку вăл министерствăсем 2022 çула палăртнă тӗллевсемпе задачăсем. Ал-хапăл тунăскерсем мар вӗсем. Тутарстанăн Обществăлла палати йӗркеленӗ, экспертсем хатӗрленӗ, унтан ятарлă эксперт комиссийӗ, обществăлла канаш пăхса тухнă, кайран тин обществăлла сасăлава тăратнă.
Нумай сасă пухнă чи кирлӗ ӗçсене ведомствăсен обществăлла канашӗ декабрь уйăхӗнче тӗплӗн пăхса тухса 5-6-шне суйласа илет. Вӗсем мӗнле пурнăçланнине министерствăсем çулталăк тăршшӗпе темиçе хутчен хăйсен сайчӗсенче отчет тăвӗç.
Çулталăка палăртнă ӗçсем çинчен тӗплӗнрех http://publictasks.tatarstan.ru ятарлă порталта е ведомствăсен сайчӗсен «Публичное формирование целей и задач» уйрăмра пăхса пӗлме пулать.
 Ирина КУЗЬМИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество