Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваша тӗнче пӗлет

Тӗрӗк тӗнчин Пысăк курултайне кăçал пуçласа Тутарстан чăваш çамрăкӗсем хутшăнчӗç.

Августăн 8-16-мӗшӗсенче Венгрири Бугац хулинчи тӗнчери тӗрӗк халăхӗсен IV Пысăк курултайӗ иртрӗ.

Икӗ çула пӗрре пулакан этнофестивале «Туран-Венгрия» фондпа Турцин пӗр-пӗрне пулăшса ӗçлес тата координаци центрӗн агентстви (TIKA) йӗркеленӗ. Мероприятин тӗллевӗ – тӗрӗк тӗнчинчи халăхсене çывăхлатасси, нацисен культурисене кăтартасси. Çавăнпа çулсерен  пӗлтерӗшӗ ӳссе, хутшăнакан халăхсен йышӗ хушăнса кăна пырать. Кăçалхи курултая Казахстан, Узбекистан, Китай, Турци, Азербайджан, Туркменистан, Киргизи, Раççей, Молдави (Гагаузи) тата Болгари çӗршывӗсенчи 27 тӗрӗк халăхӗн представителӗ, пӗтӗмпе 300 ытла делегат, хутшăннă. Тӗрӗк тӗнчин илемне курас текенсем сахал мар-мӗн, мероприятие хальхинче Европăри 180 пин çын пырса курнă.

Тӗрӗк тӗнчин Пысăк курултайне кăçал пуçласа Тутарстан чăваш çамрăкӗсем те хутшăнчӗç. Вӗсем, ТР ЧНКА Ӗçтăвком ертӳçин çамрăксемпе ӗçлекен çумӗ Артем Носков тата «Сарнай» ансамблӗн солисчӗ Дмитрий Глухов.

Нумай нациллӗ Раççейри тӗрӗк халăхӗсен представителӗсем чăвашсемсӗр пуçне тутарсем, пушкăртсем, чеченсем, дагестансем тата ыттисем пулнă.  Сăмах май, кунта делегатсене регионсем тăрăх мар, мӗнле халăх пулнине кура шута илеççӗ. Çапла вара тӗрӗк тӗнчин чи ватă халăхӗн – чăвашсен – делегацине Мускаври, Чăваш Енри тата Тутарстанри пилӗк  çамрăк кӗнӗ.

Артем Носков сăмахӗсем тăрăх, асăннă этнофестивале ытларах сумлă делегаци: çӗршыв ертӳлӗхӗн тытăмӗнчи çынсем, хула мэрӗсем, ансамбльсем, археологсемпе историксем, аслă шкулсен представителӗсем хутшăнаççӗ.  Курултая пухăннисене те акă, Венгрин Наци пухăвӗн  спикерӗ Ласло Кевер  саламлама килнӗ.  Вăл этнофестивале хутшăнакансене  Аслă гунн ертӳçин Атиллăн еткерçисем тесе каланă. Венгрсем Хӗвелтухăçăн Хӗвеланăçри халăхӗ пулнине, тăванла халăхсене нихăçан та манманнине пӗлтернӗ.

 Тӗрӗк тӗнчин курултайӗ чăнах та вăйлă мероприяти, унта кашни халăх мăнаçланса хăйӗн культурипе паллаштарать, тӗрлӗ ăмăртăва хутшăнса çеçенхир халăхӗн вăйне, вăр-варлăхне кăтартать. Чăвашсенчен çамрăксем кăна кайнипе пирӗннисем чи çамрăк делегаци пулнă. Паллă ӗнтӗ, кун пек йышпа чăваш культурине туллин кăтартма çук. «Чăваш культурин илемне туллин кăтартаймарăмăр пек туйăнчӗ. Пирӗн Алена Силпи чăвашла хитрех юрларӗ-ха, анчах çакăн пек пысăк сцена çинче ансамбль кирлӗ, Августа Уляндинан ушкăнӗ пекки. Çапах та çитменлӗхсене шута илсе тепрехин лайăх хатӗрленсе каяс шухăш пур.  Чăваш тумӗ кăна пирӗн мӗнле илемлӗ вӗт. Алена Силпи акă, темиçе кун чăваш хӗрӗн капăрлăхӗпе, тумӗпе çӳрерӗ.  Ун тумӗ ыттисене килӗшрӗ, пӗрле сăн ӳкерӗнес текенсем питӗ нумайччӗ.  Венгри телевиденийӗ  интервью та илчӗ.  Пирӗн пур кăтартмалли. Мана тӗрӗк тӗнчин 27 халăхӗнчен чăвашсене лайăх пӗлни питӗ савăнтарчӗ. Курултая  хамăрăн çамрăксене илсе кайса тӗрӗк çамрăкӗсем мӗнле çăмăллăнах темиçе чӗлхепе хутшăннине, чăвашсене тӗнчере пӗлнине кăтартас килет»,– терӗ курултай пирки хăйӗн шухăшне Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен лидерӗ.

Сăмах та çук, тӗнче шайӗнчи мероприятие хутшăнни лайăх опыт, çӗнӗ шай. Тутарстан чăвашӗсен лидерӗ те акă, курултайра тӗрлӗ çӗршыв элчисемпе калаçнă, çӗнӗ юлташсем тупнă. Чăваш çамрăкӗсене  Корейăна, Казахстана, Турцие,  Афганистана пыма чӗннӗ.  Çитес çул çакăн пекех мероприяти Корейăра пулать иккен.  А.Носков шухăшӗпе, унта хутшăнсан çав тери аван пулмалла, паллах, малтан лайăх хатӗрленсе. (А. Носков сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана