Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн çамрăксем мускавсене кăна çитеймен

Çӗнтерӳçӗсен йышӗнчи чăваш яш-кӗрӗмӗ, пирӗн сирӗнпе çывăхрах паллашас килет.

Сентябрь уйăхӗнче ӗç профессийӗсемпе иртнӗ «Молодые профессионалы» (WorldSkills Russia) чемпионатра Тутарстан команди 169 медаль çӗнсе призерсен шутне кӗнӗ. Тӗплӗнрех каласан, пӗтӗмӗшле балсен шучӗпе мускавсене кăна çитеймен. Пирӗн 206 хӗрпе каччă 158 компетенцире тупăшнă. Шел те, пандемие пула ăстасем финала онлайн мелӗпе хутшăннă хальхинче. Апла пулин те Тутарстан команди лайăх кăтартусем тунă. ТР Президенчӗ Р.Минниханов çӗнтерӳçӗсене хăй куçа-куçăн тӗл пулсах чыслама йышăннă. Савăнăçлă тӗлпулу ӗнер Хусан Кремлӗнче пулнă. Çӗнтерӳçӗсен хушшинче чăваш  яш-кӗрӗмӗ те пуррине иккӗленместпӗр. Çавăнпа та туссем, «Сувар» хаçата шăнкăравлăр.Пирӗн сирӗнпе çывăхрах паллашас килет. (М.Фролов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество