Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

В.В.Павлов контр-адмирал пирӗн йăхташ

Çак кунсенче Ленинград облаçӗпе Санкт-Петербург хулинчи Чăваш наципе культура автономийӗн тата «Сыны Отечества» Офицерсен юлташлăхӗн Санкт-Петербургри уйрăмӗн пайташӗсем ырă хыпарпа савăнтарчӗç: Раççей Федерацийӗн Тинӗс-çар флочӗн Главнокомандующийӗн çумне Владислав Валериевич Павлова контр-адмирал званине панă. Çакăн çинчен калакан Указ çине РФ Президенчӗ В.В.Путин алă пуснă.

Владислав Валериевич Павлов Чăваш Енри Красноармейски Туçи Чуракасси ялӗнче çуралса ӳснӗ. 1991 çулта Киеври аслă тинӗс-çар политика училищине пӗтернӗ. 1991 – 2018 çулсенче Лăпкă океан флотӗнче службăра тăнă. 2013 çулта 1 ранг капитанӗн званине илнӗ.

2018 çулхи июнь уйăхӗнче Владислав Павлова Çурçӗр флочӗн командующийӗн харпăр йышпа (каярах çарпа политика ӗçӗ енӗпе) ӗçлекен çумӗ пулма çирӗплетнӗ. Икӗ çултан вара Раççей Федерацийӗн Тинӗс-çар флочӗн Главнокомандующийӗн çарпа политика ӗçӗ енӗпе çумӗ пулса тăнă.

«Флотри хӗсмет – вăйлă тата паттăр çынсен тивӗçӗ. Морякшăн Тăван çӗршывшăн службăра тăнинчен чыслăраххи çук. Эпир хамăр ентешпе мăнаçланатпăр! Владислав Валерьевича флотри пек çирӗп сывлăх, пуç çийӗн мирлӗ тӳпе, профессире ăнăçлă карьера, Тинӗс-çар флотӗнче Аслă Раççейӗмӗр ячӗпе малашне те çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!» – тесе çырнă Ленинград облаçӗпе Санкт-Петербург чăвашӗсем савăнăçлă хыпарлă çырура. (В.Гаврилов архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России