Сувар

Пирӗн кил – Тутарстан!

 Яланхи пекех Хусанта чи пысăк мероприятисенчен пӗри М.Джалиль ячӗллӗ  оперăпа балет театрӗнче иртекен «Пирӗн кил – Тутарстан» республикăри этнокультура фестивалӗн Гала-концерчӗ пулать.

Турă праçникӗпе тӳр килнӗ Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланă мероприятисем ыран республикăн кашни кӗтесӗнче иртеççӗ.  Яланхи пекех Хусанта чи пысăк мероприятисенчен пӗри М. Джалиль ячӗллӗ  оперăпа балет театрӗнче иртекен «Пирӗн кил – Тутарстан» республикăри этнокультура фестивалӗн Гала-концерчӗ пулать. Республикăри тӗрлӗ халăх пултарулăх ушкăнӗсемпе пӗрле чăвашсем те  хăйсен пултарулăхне кăтартаççӗ. Уяв мероприятине ТР Президенчӗ Р. Минниханов хăй хутшăнни паллă.  Этнокультура юхăмӗн хастарӗсене патшалăх наградипе, чи пултаруллă ансамбльсене сцена тумӗ çӗлеттерме  сертификатсемпе чыслаççӗ. Уяв мероприятийӗсем çаплах  Çырчалли, Нурлат, Азнакай, Лениногорск, Теччӗ, Анат Кама, Менделеевскри Халăхсен Туслăх Çурчӗсенче иртеççӗ. (Сăнӳкерчӗк «Аталан» ушкăнăн).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: