Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗннисем Магаданра та пур

Шухăшра та ытама кӗмен çав тери пысăк çӗршывăмăрăн кашни кӗтесӗнчех ӗçлеççӗ чăвашсем, пур çӗрте те эпир лайăх шутра. Çӗпрел районӗнчи Чăваш Ишлӗ каччи Александр Кузнецов та акă, юлашки 5 çул куллен пиртен малтан хӗвеле кӗтсе илет.

Юн вӗрекен çамрăкшăн вăрăм çул чăрмав мар. Раççейӗн çурçӗр хӗвел тухăç енчи Магадан облаçӗнче тăрăшать вăл, Тенькински районӗнчи çул-йӗр компанийӗн участок ертӳçи.Аса илтеретпӗр, район экономикин тӗп отраслӗ – ылтăн кăларасси, чи пысăк предприятисем кунта «Матросов ячӗллӗ рудник» УАО, «Нелькобазолото» ХАО, «Павлик» ылтăнпа руда компанийӗ» УАО. Шăпах çак районăн çул юсавлăхне пăхса тăрать те ентешӗмӗр. Тăрăшуллă ӗçшӗн Магадан облаçӗн Думин Председателӗн Тавне маларах тивӗçнӗччӗ-ха вăл, кăçал профессилле уяв кунӗнче Магадан облаçӗн çул-йӗр хуçалăхӗпе транспорт министрӗн Тавӗпе чысланă ăна. Саламлатпăр!

Александрпа пӗрле ӗçлекен тăван ял çыннисем те, пӗр чăваш та çук-ха хальлӗхе. Тен, малашне пырас текенсем тупăнӗç. Чăн та, унта çити кайма хăюлăх çитерсен, паллах, мӗншӗн тесен Магадан облаçне самолетсăр çитме çук, Мускав вăхăчӗпе 8 сехет уйрăмлăха та хăнăхмалла. Анчах юн вӗрекен çамрăксемшӗн чăрмав пулма тивӗç мар ку. Совет самани вăхăтӗнче Оренбург çеремне сухалама, БАМ тума пултарнă-тăк, халӗ мӗн чăрмантарать, юн улшăнман вӗт?
«Ялта ӗç çук, укçа çук», – тесе ларакан вăйпитти çынсене ăнланса пӗтереймест аякра ӗçлекен ентешӗмӗр. Мӗншӗн тесен ӗç çукки мар, наянлăх çынна лайăх пурăнма чăрмантарать тесе шутлать. «Пире водительсем, автопогрузчик водителӗсем, тӗрлӗ ӗçпе ӗçлекенсем (разнорабочие) çав тери кирлӗ, килӗр, кӗтетпӗр», – терӗ вăл пирӗнпе интернетпа çыхăнсан кун пирки хаçат урлă ентешсене пӗлтерме ыйтса. Сăмах май, Çурçӗре (çав шутра Магадан облаçне те) пурăнма куçас текенсене патшалăх пулăшăвӗ те параççӗ. Паллă ӗнтӗ, ӗç укçи ку тăрăхра Раççей регионӗсенчи пек пӗчӗкех мар. Эппин, ӗç, пурăнма вырăн пур-тăк, ытти хăратаймасть пире. Кăна Александр Кузнецовăн тӗслӗхӗнче те куратпăр, чăваш ниçта та çухалакан халăх мар, пур çӗрте те лайăх шутра. (А.Кузнецовăн архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество