Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирĕнпе çук пулсан та – сывах

Александр Данилов пек паттăрсем çинче тытăнса тăнă, тăрать, тăрӗ те пирӗн çӗршыв!

– Этемлӗхӗн кашни тапхăрӗн хăйӗн паттăрӗ. Хальхи вăхăтра та акă пирӗн ачасем, мăнуксем, ентешсем Украинăри ятарлă çар операцийӗнче тӗрӗслӗхшӗн кӗрешеççӗ, тăнăçлăхшăн юн тăкаççӗ. Шел, çӗршывăмăр нумай маттур та хăюллă ывăл-хӗрне çухатать. Манăн мăнукăм Александр Данилов та вăрçă вутӗнчен тухайманнисен йышӗнче. Донбасс халăхне хӳтӗлесе пуç хунăранпа çур çул çитрӗ... Текех пирӗнпе çуккишӗн чӗререн хурланатпăр пулсан та, сывă вăл, ӗмӗрех сывă манăн мăнукăм!.. – ассăн сывларӗ кукашшӗ, педагогика ветеранӗ Николай Никонорович Савельев хаçатçăсемпе тӗл пулсан.

Гварди прапорщик, çар фельдшерӗ Александр Данилов Чăваш Енри Шăмăршă районне кӗрекен Асанкасси ялӗнче çуралса ӳснӗ пулсан та Çӗпрел районӗшӗн те çывăх тăван. Мӗншӗн тесен амăшӗ Алена Николаевна Матак хӗрӗ, кӳршӗллӗ Асанкасси ялне Валерий Данилова качча тухнă.

Сашăн ачалăхӗ Матакра, пирӗн патра, иртрӗ тесен те юрать. Асанкасси ялӗ пиртен инçе мар, çавăнпа час-час килсе çӳретчӗ. Эпир кукамăшӗпе иксӗмӗр (Лидия Николаевна та педагогика ветеранӗ – Авт.) совет саманинче воспитани илнӗскерсем, мăнукăмăрсене те çавăн пекех воспитани пама тăрăшрăмăр. Саша пуçламăш классене Асанкассинчи, 5–9-мӗш классене Пăчăрлă Пашьел ялӗнчи шкулсенче вӗренчӗ. Ун хыççăн ачаран ӗмӗтленнӗ ӗмӗтне пурнăçласа Шупашкарти медицина колледжне вӗренме кӗчӗ. 2017 çулта фельдшер дипломне алла илчӗ, – тăсăлчӗ малалла калаçу.

Ашшӗ-амăшӗн тата ялти хисеплӗ кукашшӗпе кукамăшӗн воспитанине илнӗ Александр Даниловăн çар службинчен пăрăнса юлас шухăшӗ те пулман. Диплом илнӗ çулах çар ретне тăнă вăл. Костромари гварди 331-мӗш парашютпа десант полкӗн ударлă ротин фельдшерӗн тивӗçӗсене пурнăçланă.

Çар профессийӗ çав тери килӗшнипе-ши 2018 çулта служби вӗçленсен киле таврăнас темерӗ. Контрактпа хăй чаçӗнчех юлчӗ. Сирири, Казахстанри çар операцийӗсене хутшăнчӗ. 2020 çулта иккӗмӗш хут контракт çырчӗ. Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçлансан унта ячӗç, – терӗ Николай Никонорович мăнукӗпе паллаштарнă май.

 Хӗç-пăшаллă лару-тăрусенче çар фельдшерӗн вырăнӗ паллă: хуть мӗн пулсан та унăн аманнă салтак патне çитмелле, çапăçу хирӗнчех пӗрремӗш пулăшу парса пуля-снаряд вӗçнине пăхмасăр илсе тухмалла. Александр Данилов та акă миçе салтакăн пурнăçне сыхласа хăвармарӗ-ши?! Шел, тăшман медицина ӗçченне те хӗрхенмест, тӗллесех перет. 2022 çулта çапăçусенчен пӗринче аманнă салтака пулăшнă вăхăтра Саша хăй те ураран хытă аманать. Телее, пуля ун чух витӗр тухса каять. Мускаври Н.Н.Бурденко ячӗллӗ çар госпиталӗнче пӗр уйăх сипленме тивет унăн. Ура çине тăрсан Мускаврах профессилле ăсталăха ӳстерет.

Мăнукăмăр кăçал январӗн 14-мӗшӗнче хăй чаçнех таврăнчӗ. Малтанхи хутӗнче аманнă хыççăн çара ярасшăн марччӗ эпир, вăл вара яхăнне те ямарӗ: «Эпӗ мар-тăк кам пулăшать-ха аманнисене? Манăн каймаллах», – терӗ кăна.  Украинăри ятарлă çар операцийӗ вӗçленсен медицина енӗпех малалла вӗренесшӗнччӗ вăл. Мӗн чухлӗ   ӗмӗтчӗ  мăнукăмăрăн...» – куççульне çăтать Николай Никонорович.

Шел, ӗмӗчӗ пурнăçланма пӳрмен пулас тухтăрăн... Апрелӗн 24-мӗшӗнче çапăçу вăхăтӗнче аманнă салтака пулăшнă вăхăтра Александр Данилов вилмеллех аманать. Май уйăхӗн 2-мӗшӗнче ăна тăван Асанкасси ялӗнче чыслăн пытарчӗç. 

«Мӗн хушнине пурнăçлакан, тӳрӗ кăмăллă вӗренекенччӗ вăл пирӗн», – çапла ырăпа аса илеççӗ шкулта вӗрентекенӗсем мухтавшăн мар, Тăван çӗршывшăн пуç хунă Александр Данилова. Сентябрӗн 1-мӗшӗнче унăн асăну хăмине хăй вӗреннӗ Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулӗн тата тăван килӗн стенисем çине вырнаçтарчӗç. Паттăр ентеше асăнса нумай ырă сăмах каларӗç çав кун.

 Александр Данилов хăюллă та паттăр салтак пулнине унăн наградисем те çирӗплетеççӗ. Çамрăк салтакăн вара сахал мар вӗсем. Мускавра Хӗрлӗ тӳремри тӗп парада темиçе те хутшăнма тивӗçнӗ ентешӗмӗр. РФ Оборона министерстви «Çӗнтерӳ кунӗнче Çар парадне хутшăннăшăн» (2018) «Аслă Çӗнтерӗве 75 çул çитнине халалланă Çар парадне хутшăннăшăн» (2019), «Сирири çар операцине хутшăннăшăн», Суворов медалӗсемпе тата Паттăрлăх орденӗпе чысланă.

Патшалăх наградипе – Паттăрлăх орденӗпе– мăнукăмăра вилнӗ хыççăн наградăларӗç. Тăван çӗршывшăн пурнăçне шеллемерӗ, присягăна парăнса салтак тивӗçне чыслăн пурнăçларӗ. Аманнă салтаксене пулăшас тесех контрактне малалла тăсрӗ. Вăл Тăван çӗршывăн, пирӗн çемьен паттăрӗ, – пысăк çухату чуна тăвăрлатать пулсан та мăнаçланать мăнукӗпе кукашшӗ.

Александр Данилов чăнах та паттăрлăхăн, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин тӗслӗхӗ. Çутă сăнарӗ çитӗнекен ăрăва Тăван çӗршыва ун пекех пурнăçа шеллемесӗр хӳтӗлемеллине аса илтерсе тăрӗ. Александр Данилов пек паттăрсем çинче тытăнса тăнă, тăрать, тăрӗ те пирӗн Çветтуй Руç!

Ашшӗпе амăшне Валерий Аркадьевичпа Алена Николаевнăна çакăн пек хăюллă ывăл çуратса ӳстернӗшӗн чӗререн тав тăватпăр. Йывăр хуйхăра пӗрле пайласа Турăран чăтăмлăх ыйтатпăр.

 

Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗксем Даниловсен çемье архивӗнчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО