Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗншӗн ют хуйхă çук

Çăмăл килмерӗ ку эрне Раççей халăхӗшӗн. Эрне каялла, мартăн 22-мӗшӗнче, çӗршыв çине калама çук пысăк хуйхă йăтăнса анчӗ. Мускав хӗрринчи Красногорск хулинчи «Крокус Сити Холл» суту-илӳпе курав тата ӗç центрӗнче пулнă терактра 143 çыннăн (5-шӗ ача) пурнăçӗ вăхăтсăр татăлчӗ. РФ Катастрофăсен медицина центрӗ хальхи вăхăтра больницăра тата 80 çын юлнине, вӗсенчен 4-шӗн халӗсем, шел те, йывăррине пӗлтерет. Терактра вилнисен тăванӗсемпе, мускавсемпе, пӗтӗм çӗршывпа пӗрле «Сувар» хаçат ӗçченӗсемпе вулаканӗсем эпир те тарăннăн хурланатпăр.

Эрнекун «Крокус Сити Холри» Муслим Магомаев ячӗллӗ концерт залне «Пикник» паллă ушкăнăн концертне курма килнӗ çынсене, çав шутра ачасемпе ваттисене те, хӗç-пăшаллă тăватă террорист (пурте Таджикистан гражданӗсем) пӗр шелсӗр пени пуçа шăнăçман пулăм. Заложниксене илменни, влаçран нимӗн те ыйтманни, чи пӗлтерӗшли – идейăшăн хăйсем вилме хатӗр пулманни – терактăн тӗллевӗ унчченхи çакнашкал терактсенчен уйрăлса тăнине кăтартать. Апла-тăк пач урăх тӗллевпе хатӗрленӗ вӗсене. Иккӗленӳллӗ мар – халăха хăратма, нацисем хушшинче хумхану çӗклеме. Хура ӗçе пурнăçлама мигрантсене суйлани те ахаль мар-тăр. Пӗчӗк укçапах, çитменнине православи çыннисен Аслă типӗ, мăсăльмансен Рамаданӗ вăхăтӗнче, çылăха кӗрсезаказа хуçисем ыйтнă пек пурнăçлама килӗшекенсене тупнă.

Экспертиза кăтартнă тăрăх, йӗксӗксем çынсене çывăхранах е çурăмран пенӗ. Пӗтӗмпе 360 çынна шар кăтартрӗç, çӗр ытла çыннăн пурнăçӗ хăрушла татăлчӗ. Йӗксӗксем кăшт каярах, калăпăр концерт вăхăтӗнче, килнӗ-тӗк ку шут тата нумайрах пулатчӗ-тӗр. Мӗншӗн тесен инкек вăхăтӗнче 6 пин ытла вырăнлă залăн пӗрре виççӗмӗш пайне кăна халăх йышăнса ӗлкӗрнӗ пулнă-ха, ыттисенчен хăшӗсем çулсем çинчи пробкăна пула кая юлнă, теприсем концерт пурпӗр вăхăтра пуçланмасть тесе васкаман. Билетсем вара йăлтах сутăнса пӗтнӗ. Шел, ытла та хака ларчӗ юратнă ушкăнăн концерчӗ хальхинче куракансемшӗн.

Хăрушă теракт вăхăтӗнче çынсем террористсен пульлинчен ытларах тӗтӗмпе чыхăнса вилнине пӗлтереççӗ ятарлă службăсем. Мӗншӗн тесен ирсӗрле ӗçе укçалла тума килӗшнӗ выльăхсем ытларах çынна вӗлерес шутпа зала вут чӗртнӗ. Пӗтӗмпе 12,9 пин тăваткал метра (центрăн пӗрре виççӗмӗш пайне) сарăлнă пушара авиаци тата ытти ятарлă техника тонни тоннипе шыв сапсан та ир енне кăна сӳнтерейнӗ. 7 пин тăваткал метрăн конструкцийӗ вута чăтаймасăр ишӗлсе аннă. Çăлавçăсем ишӗлчӗке пиллӗкмӗш кунхине кăна сӳтсе пӗтернӗ-ха.

Кам хушнипе алли çӗкленчӗ-ха ку ирсӗрсен мирлӗ халăха çапла пӗр шелсӗр вӗлерме? «Крокус сити Холл» центрта, ун çывăхӗнче йышлă видеокамерăсем, кашни автомобильтех тенӗ пек видеорегистраторсем пур çӗрте пичӗсене хупламанни вӗслетекен хуçисем пăрахмасса ытлашшипех шаннипе е хăйсен ăсӗсем катăккипе çыхăннă-ши? Красногорск хулинчен 300 километр пӗр чăрмавсăр тарма ирӗк пани пирӗн ятарлă службăсем япăх ӗçленине пӗлтермест. Кун пек чух хура ӗçе пурнăçлаканнисенчен ытларах заказчиксене тупасси пӗлтерӗшлӗрех. Çавăнпа террористсем ăçта илсе тухассине кӗтнӗ те. Украина чикки еннелле çул тытнă 4 террориста тата çав вăхăтрах вӗсене пулăшнă тепӗр 7 çынна тепӗр темиçе сехетренех тытса чарчӗç. Следстви ку енӗпе малалла пырать-ха.

Америка теракта тӳрех «Ислам патшалăхӗ» терроризм организацийӗ ( РФ ӗçлеме ирӗк çук организаци) çине йăвантарсан та, Раççей хăрушсăрлăх службин ертӳçи Алексей Бортников шучӗпе, заказчисен йӗрӗ Украинăлла тата хӗвеланăç çӗршывӗсен еннелле тăсăлни куçкӗрет. Шăпах çак çӗршывсем террористсене хатӗрленӗ те. Вӗсен тӗллевӗ – Раççейӗн нумай нациллӗ халăхӗ хушшинче хумханусем çӗклесси. Анчах ку хуйхă пире, Раççей çыннисене, вăйлăрах пӗрлештерсе тата вăйлăрах кăна турӗ. Кун пек чух ют хуйхă пулманнине эпир тепӗр хут ӗнентертӗмӗр. Çакна инкек вăхăтӗнче ахаль çынсем пӗр-пӗрне пулăшнипе центртан 5 пин çынна эвакуацилеме, тепӗр 100-шне пушартан çăлма пултарни те кăтартать. Инкек пулнине пӗлнӗ хыççăнах çынсем юн илекен пунктсене васкарӗç, пирвайхи кунсенчех 86 регионтан пурӗ 24 пин çын юн пачӗ. Пирӗн тӗллев халӗ нихçанхинчен вăйлăрах чăмăртанасси пулмалла. Ун чух пире никам та, нихăçан та хăратаймӗ.

Теракт хыççăн нумай çӗршыв пирӗнпе пӗрле хурланни çинчен пӗлтерчӗ. Туслă çӗршывсем Раççей Федерацийӗн хăрушсăрлăх службисене теракта хутшăннисене шырама пулăшаççӗ. Çапах та Алексей Бортников терроризм хăрушлăхӗ Раççейре çав-çавах пысăккине, пирӗн пурин те тимлӗ пулмаллине асăрхаттарать. Телефонпа шăнкăравласа терактпа хăратнă, теракт тума чӗннӗ тӗслӗхсене тӳрех йӗрке хуралне пӗлтерме ыйтать. (Салават Камалетдинов «Татар-информ» сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия