Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Писательпе куçа-куçăн курса калаçни уйрăмах асра юлӗ

Апрелӗн 7-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗн шкулӗнче писатель-журналистпа Николай Николаевич Ларионовпа питӗ интереслӗ тӗлпулу иртнӗ.

Николай Николаевич малтан аслă классенче вӗренекенсемпе тӗл пулнă, каярах – пӗчӗккисемпе. Тӗлпулăва ачасем автор çырнă сăвăсене вуланинчен пуçланă, писатель пурнăçӗпе тата пултарулăхӗпе слайдсем  пăхса паллашнă. Ачасен хăйсене кăсăклантаракан япаласене ыйтса пӗлме май пулнă.

Унсăр пуçне сумлă хăна шкула 10 ытла кӗнеке, çав шутра Шупашкарти çыравçăсенне те парнеленӗ. Тӗлпулу хыççăн Николай Николаевич шкулти музейпа паллашнă.

«Ачасемпе тӗл пулса калаçма юрататăп эп. Тата пыма та хатӗр. Шкул коллективне тав. Ăнăçусем сунатăп», –  тенӗ Николай Николаевич тӗлпулу хыççăн.

«Ачасене, учительсене те, тӗлпулу питӗ килӗшрӗ. Сирӗн творчествăрпа çывăхрах  паллашма питӗ кăмăллă пулчӗ. Сывлăх, телей, ăнăçу сире сунатпăр. Татах та килсе курасса шанатпăр», – тав тунă писателе  шкул директорӗ.

Апла пулсан малашне те пулӗç Хулаçырми вăтам шкулӗнче кун пек тӗлпулусем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование чувашские писатели творческие встречи