Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăйсăррисем валли мар

Вăйлисем 120 килограмлă пӗренене çӗклеççӗ, 120 килограмшар таякан икшер чăматанпа чупаççӗ, 1500 килограмлă автомобиле сӗтӗреççӗ...

Сентябрӗн 2-мӗшӗнче Ӗпхӳри «Динамо» стадионра республикăн чи вăйлă çыннине суйланине пӗлтерет «Башинформ» ИА. Çав кун «Пушкăртстан Республикин чи вăйлă çынни 2018» турнир иртет. Мероприятие йӗркелесе ертсе пыраканӗ – пауэрлифтингпа армрестлинг енӗсемпе спорт маçтăрӗ, «Раççейӗн чи вăйлă çынни» титула темиçе хут тивӗçнӗ, «Планетăн чи вăйлă çынни 2005» турнирăн финалисчӗ,  рекордсен Гиннес кӗнекин рекордсменӗ Эльбрус Нигматуллин.

 Ăмăртăва маларах суйлав тапхăрне иртнӗ Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи чи вăйлă 12 атлет хутшăнать. Вӗсем хăйсен вăйне 120 килограмлă пӗренене çӗклесе, 120 килограмшар таякан икшер чăматанпа чупса, 1500 килограмлă автомобиле сӗтӗрсе, 350 килограмлă конструкцие йăтса çавăрса кăтартӗç.(Сăнӳкерчӗк « Башинформ» ИАран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Турнир