Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПӖКӖЛМЕРЕ ТУТЛĂ КОНКУРС ИРТНӖ

Пӗкӗлме çыннисем тутлă конкурс иртессине пӗлсен савăннă кăна. Пӗремӗк пӳртсене çемйипех ăсталакансем те пулнă. Куприяновсем, тӗслӗхрен, «пӳрте» çутă кӗртме те ӳркенмен.

Пӗкӗлме хулинчи Я.Гашек ячӗллӗ литературăпа мемориал музейӗ ирттернӗ «Пӗремӗк çурт» архитектурăпа кулинари конкурсне çак кунсенче пӗтӗмлетнине пӗлтерет вырăнти хаçат. Йӗркелӳçӗсен сăмахӗсем тăрăх, вӗсем çакăн пек хăйне евӗрлӗ конкурса ирттерес шухăша ют çӗршывсенчен илнӗ. Европăпа Çурçӗр Америкăра Çӗнӗ çулта тата Раштавра пӗремӗк çуртсем пӗçересси йăлара-мӗн. Пӗкӗлме çыннисем те акă тутлă конкурс иртессине пӗлсен савăннă кăна. Унта ăста кулинарсем кăна мар, пуçласа пӗремӗк çурт пӗçерсе пăхас текенсем те хутшăннă. Çынсен фантазийӗ хальхинче те чикӗсӗр пулни курăннă. Пӗремӗк пӳртсене çемйипех ăсталакансем те пулнă. Куприяновсем, тӗслӗхрен, «пӳрте» çутă кӗртме те ӳркенмен. Шăпах вӗсем чи нумай балл пухса çӗнтернӗ те конкурсра. (Т.Шакирзянова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество