Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗлтӗрхи укҫана кӑҫалхипе танлаштараймастӑн

Кӑҫал Тутарстанри искусство шкулӗсене юсама федераллӑ бюджетран 250,5 млн тенкӗ укҫа уйӑрӗҫ, ку пӗлтӗрхинчен 1,6 хут нумайрах

ТР культура министрӗ Ирада Аюпова журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр ҫак ӗҫсем валли республикӑна 150 млн тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ. РФ Президенчӗн Посланийӗпе килӗшӳллӗн 2020 ҫул лимичӗсемпе Тутарстана федераллӑ бюджетран укҫа кӗрет.
Ытларикунхи брифингра министр "Культура" наци проектне еплерех пурнӑҫлани ҫинчен каласа панӑ. Ҫак нацпроект виҫӗ федераллӑ проектран тӑрать: «Культурная среда», «Творческие люди» тата «Цифровая культура». Мероприятисене пурнӑҫланин уҫҫи пур: республикӑра федераллӑ бюджет хутшӑннипе культура учрежденийӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, ҫынсем культура сферипе, мероприятисемпе ытларах кӑсӑклана пуҫларӗҫ. Пӗлтӗр республикӑри культура учрежденийӗсене 28 млн ытла ҫын килнӗ.
"Иртнӗ ҫулта культура валли явӑҫтарнӑ укҫа тенкӗ калӑпӑшӗ 489 млн тенкӗ пулнӑ, 2020 ҫулта 618,9 млн тенкӗ тӑкаклама планласа хунӑ, ҫав шутра 367 млн тенкине республика бюджетӗнчен памалла", – тесе пӗлтернӗ Ирада Аюпова.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев