Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр çемьерен – пиллӗкӗн!

Эпир атте тата тетесем фронтра вилни çинчен пӗлтерекен хучӗсене аннене пӗрне те кăтартман, пӗлтермен...

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи (Çӗпрел районӗ) Алякинсен çемйинчен фронта пиллӗкӗн тухса кайнă: çемье пуçӗ Егор Никифорович тата тăватă ывăлӗ – Владимир, Василий, Виталий, Николай. Пӗри çеç таврăннă – Виталий. Шел, тăваттăшӗ ӗмӗрлӗхех ют çӗрте выртса юлнă. Ун пек нумай çухату тӳснӗ çемье ялта урăх çук. Кун пирки Егор Никифоровичăн хӗрӗ Галина Егоровна Быкова каласа парать.

«Хуть вăрçăра чыслăн вилем...»
– Анне каланă тăрăх, пирӗн атте 1895 çулхи, хут çинче вара 1898 çулхи тесе çырнă, тахăшӗ тӗрӗс – пӗлместӗп. Атте пилӗк ачаллă çемьерен пулнă, ырă çынччӗ, аннене кӳрентерсе курман, ăна кил хуçалăхӗнче ялан пулăшнă. Анне, Аксиния Ивановна, 1893 çулхи, вăл Кивӗ Улхаш ялӗнчен, хӗр чухнехи хушамачӗ Горлова. Эпир вуннăн пӗртăван, ултă ывăл та тăватă хӗр: Владимир (1916 çулхи), Василий (1918), Виталий (1922), Николай (1924), Нина (1926), эпӗ 1928 çулта çуралнă, Мария (1931), Петр (1933), Клавдия (1937), Санюк (1940).
Виталие вăрçă пуçлансан иккӗмӗш куннех илсе кайрӗç. Анчах вăл икӗ эрнерен каялла çаврăнса килчӗ, вокзалсем тулнă, пуйăссем çук тет. Килте пӗр каç выртрӗ те каллех тухса кайрӗ. 18 çул тултарсан конюхра ӗçлекен Николая та илсе кайрӗç. Вăл та эрнерен таврăнса килте пӗр каç выртса кайрӗ. Унтан ыттисене те черет çитрӗ. Аттене 1943 çулта илчӗç, вăл  Сталинград патӗнче çав çулах кӗркунне хыпарсăр çухалнă. Аттепе тетесем кайса пӗтсен анне йӗре-йӗре чирлесе ӳкрӗ, куçӗ-пуçӗ шыçăнса кайрӗ, виçӗ уйăх вырăнпа выртрӗ. Атте кайсан вара Виталий сылтăм аллин икӗ пӳрнине çурри таран таттарса яла таврăнчӗ. Вăл партире тăнă, çавăнпа ăна тӳрех участок милиционерне лартрӗç. Çапла вăл унта çулталăк ӗçлерӗ, эрни-эрнипе ялсем тăрăх кăвак лашапа çӳретчӗ, канмалли куна çеç киле таврăнатчӗ. Килте вара чăтайманнипе йӗретчӗ: «Анне, эп вăрçа каятăп. Мана кунта пурпӗр вӗлереççӗ, миçе хутчен печӗç ӗнтӗ... Пӗрре лектереççех.  Хуть вăрçăра чыслăн вилем». Çапла вара Виталий тете каллех вăрçа тухса кайрӗ, – пуçларӗ калаçăва 92 çулти чăваш хӗрарăмӗ.
Фронта илсе каясран тарса çӳрекенсем чылай пулнă ун чухне, çавсем хăйсене тытса вăрçа ярасран хăраса милиционера пăшалпа персе вӗлерме хăтланнă. Тепӗр хут вăрçа кайсан вара Виталий хӗрӳ çапăçусенче пулман, мӗншӗн тесен ун курок пусмалли пӳрнин икӗ сыпăкӗ çук. Вăрçă пӗтсен вăл тата виçӗ çул Калининград облаçӗнче салтак службинче тăнă-ха, тăван яла 1948 çулта çеç кӗçӗн лейтенант званипе таврăннă. Мирлӗ пурнăçра Кивӗ Çӗпрел райкомӗнче ӗçленӗ,  Чăваш Çӗпрелӗнче торф кăларнă çӗрте маçтăр пулнă, çар комиссариатӗнче вăй хунă, капитан звани илнӗ. Темиçе çул Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи колхоза та ертсе пынă. 1995 çулта вилнӗ.

Тыткăнран тарайнă, анчах Çӗнтерӗве кӗтсе илеймен
Владимир салтака 1936 çултах кайнă, пилӗк çул службăра тăнă хыççăн вăл киле таврăнма хатӗрленнӗ. Анчах вăрçă пуçланнă та ăна тӳрех фронта ăсатнă. Аманнă хыççăн яла килнӗ, ăна колхоз председательне лартнă. 1942 çулхи çурхи ака пӗтсен кӗçӗн Çимӗк умӗн тепӗр хут вăрçа ăсатнă. Офицер çав çулах октябрьте пӗр çапăçура вилнӗ.
Василий вăрçăччен РОНОра ӗçленӗ. 1938 çулта авланнă, ялти Кураевсен хӗрне качча илнӗ. Унтан арăмӗпе виçӗ уйăхри ачине хăварса 1939 çулта салтака кайнă (Еля хӗрӗ кайран чирлесе 8-та вилнӗ).  Унтан – тӳрех вăрçа. Урисене тăм илтерсе те, аманса та госпитальте выртма тӳрӗ килнӗ унăн. 1943 çулта фронтра разведкăна кайсан вӗсем иккӗн тыткăна лекнӗ. Çавăнпа унран сакăр уйăх çыру пулман, ăна вилнӗ тесе шутланă. Амăшӗ ялан йӗнӗ, çапах та шанчăкне çухатман: «Ваççа вилмен-ха вăл, сывă, вилнӗ пулсан хыпар пулӗччӗ». Чăнах та, вӗсем юлташӗпе тыткăнран тарса ӳкме пултарнă, хамăрăннисем патне темиçе талăк утнă, выçă вилесрен хирти тырă пучахӗсене шӗкӗлчесе çинӗ. Совет салтакӗсем вӗсене курсан савăннипе çӳлелле мечӗк пек ывăтма тытăннă. Кун пирки вăл амăшне çырса пӗлтернӗ. Шел, çӗнтерсе амăшӗ патне таврăнма пӳрмен Василий Алякин лейтенанта, вăл 1945 çулхи апрелӗн юлашки кунӗнче Берлинта вилет. Ăна Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградăланă.
Шел, çемьери нумай документ сыхланса юлман, мӗншӗн тесен 1990 çулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче Алякинсен тӗп килӗ тӗпӗ-йӗрӗпе çунса кӗлленнӗ. Вăл кăна та мар, пушарта кил хуçин Петр Егоровичăн тата унăн 31 çулхи Виктор ывăлӗн пурнăçӗ те татăлнă. Питӗ хăрушă, чуна çӳçентерекен пулăм...
– Эпӗ шкулта пилӗк çул вӗрентӗм, вăрçă пуçлансан пăрахма тӳр килчӗ. Шкул хыççăн колхоз ӗçне пуçăнтăм. Нинапа пӗрле АМКОпа çапнă, лашапа тата хамăр ӗнесемпе хиртен кӗлте турттарнă, çурлапа ыраш вырнă...  Нина хамăр ӗнепе çӳретчӗ, эпӗ – колхоз лашипе. Анне вăрçă вăхăтӗнче куçран айванланчӗ, колхоз ӗçне çӳрейместчӗ. Эпир атте тата тетесем фронтра вилни çинчен пӗлтерекен хучӗсене аннене пӗрне те кăтартман, пӗлтермен. Хăй те çапла каласа хунăччӗ: «Мана нимӗн те ан калăр, хам та хуйхăрса  вилме пултаратăп». Кайран ăна ялти Тимук арăмӗ каласа панă пӗтӗмпех. Анне 82 çула çитрӗ, 1975 çулта вилчӗ, – аса илет Галина акка.

Виçӗ кунра качча пачӗç
1950 çулта Галина ялти хӗрсемпе пӗрле вербовкăпа Мускав облаçне торф кăларма кайнă. Хӗрсем икӗ сменăпа ӗçленӗ, 32 килоллă кирпӗчсем йăтнă. Март уйăхӗнче ӗçлеме тытăннă та кӗркунне яла таврăннă, тепӗр çул килетпӗр тесе килӗшсех килнӗ. Çапла вара 1951 çулхи çуркунне вӗсем каллех торфа каяççӗ, унта кӗркуннеччен пулаççӗ. Тата тепӗр çул вара Галина вербовкăпа Челябинск облаçӗнчи Златоуста çитнӗ, унта стройкăра вăй хунă, бригадир пулнă. Хăй каланă тăрăх, наçилккапа иккӗ-виççӗмӗш хутсене раствор, кирпӗч йăтнă, çӗр чавнă. Ытти çулсенче çулла  Ульяновск облаçӗнчи ялсенче тӗрлӗ çӗрте вăй хунă. 1954 çулта вара Ульяновска ӗçлеме кайнă.
– 1955 çулта çӗрулми лартас умӗн ана чавма пулăшмашкăн тесе эрнелӗхе хуларан яла таврăнтăм та каялла ямарӗç: мана виçӗ кунра калаçса, туй туса Иван Николаевич Быкова качча пачӗç. Вăл 1930 çулхи. Çемьепе каллех Ульяновска килтӗмӗр, анчах çулталăк та икӗ уйăх кăна пурăнтăмăр, уйрăлтăмăр. Эп яла кайрăм. Валя хӗрӗме пӗччен пăхса ӳстертӗм. Качча каяс тесен арçыннисем те пурччӗ, аван çынсемех калаçасшăн тăрăшрӗç. «Манăн пӗр хӗр пур, урăх никам та кирлӗ мар», – тесе хуравлаттăм вӗсене. Хам валли упăшка тупăп та ача валли атте тупаймăп тесе шутларăм, хӗрӗм шăпишӗн пăшăрхантăм.
1961 çулта Пахомова Симапа ялтан хулана тепӗр хут килтӗмӗр, кирпӗч заводне вырнаçрăмăр. Икӗ уйăхран ДОКа куçрăмăр, хăма çурнă çӗрте вăй хума пуçларăмăр. Пире рабочисем пурăнакан хăна çуртне вырнаçтарчӗç. Унта сакăр уйăх пурăнтăмăр. Кайран пӗчченнисене общежитие куçарчӗç, анчах мана ача пуррипе унта пропискăна тăратмарӗç, çавăнпа малтан хамăр ялта çуралса ӳснӗ Никодим Айметовсем патӗнче пурăнтăм. Кайран тепӗр вырăнта – çулталăк ытла. Вара мана тин Атăл хӗрринчи хысакри баракра уйрăм пӳлӗм пачӗç. Шыва колонкăна каймаллаччӗ, туалет урамра. Унта виçӗ çул пурăнсан барака тустарма килчӗç, мана пӗр пӳлӗмлӗ хваттер парса япаласене унта куçарчӗç. Ку 1966 çулта пулчӗ. Çак хваттерте 2001 çулччен пурăнтăмăр. Валя качча кайсан кӗрӳ те пирӗн пата куçрӗ. Саша мăнук та çакăнта çуралчӗ. Унтан тин икӗ пӳлӗмлӗ хваттере куçрăмăр, – каласа парать вăл пурнăçӗ çинчен.
Галина Быкова ДОКра 24 çул вăй хунă, пенсие тухсан 2 çул унтах, кайран тата 8 çул стоматологи клиникинче санитаркăра ӗçленӗ. Унăн пӗтӗмӗшле стажӗ вара – 50 çул. Галя аппан тӗрлӗ Хисеп хучӗ, медаль нумай, «СССР Ӗç ветеранӗ» сумлă ята та тивӗçнӗ. Шел, кăçал Галина Егоровнăн пысăк хуйхă пулнă, Валя хӗрӗ чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Халӗ вăл Юрий кӗрӳшӗпе тата 32 çулти Саша мăнукӗпе пӗрле виçӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пурăнать. Пӗртăванӗсенчен те вăл пӗччен кăна юлнă ӗнтӗ, мӗншӗн тесен кăçал çулла ялта Клавди йăмăкӗ те вилсе кайнă.
– Эпӗ нумай çул пурăнтăм ӗнтӗ, анчах аттепе виçӗ тетен пурнăçӗсем кӗске пулчӗç. Вăрçă пулман пулсан вӗсем те чиперех пурăнмаллаччӗ. Нумай çыннăн пурнăçне татрӗ вăл вăрçă. Урăх ун пекки ан пултăрччӗ ӗнтӗ, – терӗ Галина Егоровна калаçăва вӗçлесе. (Г.Быкова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев