Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПӖР ЭКСПОНАТШĂН 70 ПИН ТЕНКӖ СӖННӖ

Челябинск хулинчен килнӗ хăнасене директор экспоната парса яма мӗншӗн килӗшмен?

Петр Анисимов Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта 1981 çултанпа ӗçлет. 1983 çулта Хусанти патшалăх педагогика институтне пӗтернӗ хыççăн историпе обществознани урокӗсене илсе пыма пуçланă. Çамрăк вӗрентекен ӗçлеме пуçланă çулсенче шкулта Иван Ануфриев тăрăшнипе музей ӗçлеме тытăнать. Вăл Шупашкара куçса кайсан музей ӗçӗ Петр Никитович çине куçать. Хавхаланса тата пысăк интереспа пуçăнать вăл ӗçе.
Музей историйӗпе çыхăннă сведенисене пуçтарма уйрăм кӗтес хатӗрленӗ. Унта хальлӗхе Иван Ануфриев çинчен тӗплӗ информаци пур, кăштах хăй çинчен. Малашнехи музей директорӗсем валли те вырăн хатӗрлесе хунă.

– Эпир ӗçлеме пăрахсан та музей ӗçне малалла тăсакансем пуласса пӗрре те иккӗленместӗп, – терӗ вăл пире музейпе паллаштарма пуçласа.
Музей пысăк мар пулин те экспонатсем енчен пуян, ял археологийӗпе çыхăннисенчен пуçласа чăвашсен авалхи тумӗпе кил-тӗрӗшре усă курмалли хатӗрсем таран.
– Экспонатсене шкул ачисем те, ял çыннисем те пуçтарса пачӗç. Çӗнетсех пыратпăр. Ку çурта 2013 çулта тӗпрен юсав хыççăн куçрăмăр, малтан урăх çӗрте вырнаçнăччӗ музей. Пӗр экспоната та çухатмарăмăр куçнă вăхăтра, – тет Петр Никитович.
Музейӗн сылтăм стени çине тăршшӗпе Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен сăнӳкерчӗкӗсене, вăрçăпа çыхăннă документсене вырнаçтарнă. Çавсен хушшинче Сталин алă пуснисем те пур. Кунта çавна палăртса хăварас килет.  Статистикăна илес пулсан хуть мӗнле хулапа ялтан та вăрçа каякансенчен çурри киле таврăнман. Йăвашкелӗнчен вара 219-шӗ сывă таврăннă,  103-шӗ вăрçă хирӗнче выртса юлнă. Енчен те çакăн пек кăтартусем çӗршывӗпех пулсан Совет халăхӗн çухатăвӗсем самай сахалрах пулмаллаччӗ. Шел пулин те, паянхи кун Йăвашкелӗнче пӗр сывă ветеран та çук.
Музей директорӗн сăмахӗсемпе, Аслă вăрçăпа çыхăннă экспонатсем те, сведенисем те вӗсен çителӗклӗ, граждан вăрçи пирки апла калаймăн.
– Пирӗн яла шуррисем çитни çинчен сведенисем çук, тен, килнӗ те. Çарăмсанра вара пулнă. Совет влаçӗшӗн чи хастар кӗрешекенӗ Михаил Титов пулнă. Шуррисем ăна вӗлернӗ. Титова халалласа Çарăмсан юханшывӗ хӗррине палăк та лартнă, – кӗскен ăнлантарчӗ Петр Анисимов.
– Мамонт асав шăлне (бивень) музей директорӗ уникаллă экспонатсен шутне кӗртрӗ. Пӗррехинче Челябинск хулинчен килнӗ хăнасем ăна пысăк укçа парса туянасшăн та пулнă. Анчах директор парса яма килӗшмен.
– Ун чухнех вăл мана 700 тенкӗлле сутма ыйтрӗ, хальхи укçапа 70 пин тенкӗ пулать.
Ӗлӗкхи шкулăн макечӗ те пур кунта. Сакăр класлă çурт аванах пысăк пулнă. Паянхи ачасене ку хăйсен ашшӗ-амăшӗ мӗнле условисенче вӗреннине пӗлме май парать.
Петр Анисимов каланă тăрăх, хăш чухне истори урокӗсем музейре иртеççӗ. Каласа панисӗр пуçне куçпа курни пӗлӗве тарăнрах тума пулăшать. Паллах, чи хакли вăл – тăван ялăн историйӗпе паллашма май пулни. Йăвашкелӗн историйӗ вара 1600 çулсенченех пуçланать. Хăй вăхăтӗнче тăван тăрăхӗ çинчен Сатур Яккăвӗ пысăк алçыру хатӗрленӗ. Паянхи кун Йăвашкелти шкул вӗрентекенӗсем ăна çӗнӗрен пичетлесе кăларассипе ӗçлеççӗ. Ялшăн хаклă кӗнекене паян уçма та шел, çулсене кура хут çӳхелсе тӗпренме пуçланă. Çывăх вăхăтра ку ӗçе вӗçлеме шутлаççӗ вӗсем.
Петр Анисимовăн тӗп ӗçӗ, паллах, ачасене вӗрентесси. Педагог стажӗ унăн 40 çула яхăн. 2012 çулта ăна «Ӗç ветеранӗ» хисеплӗ ят панă. Тӗрлӗ олимпиадăсенче унăн вӗренекенӗсем призерсем шутне кӗнипе хăйне те Дипломпа, Тав хучӗпе пӗрре мар наградăланă. 2015 çулта кăна Раççей шайӗнчи олимпиадăсене ачасене хатӗрленӗшӗн Талантлă çамрăксене тӗрев парассипе центрӗ вӗрентекене Тав хучӗпе палăртнă. Çак çулхинех çӗршыв шайӗнче историпе çамрăксен чемпионатне призерсем хатӗрленӗшӗн палăртса хăварнă. Ак çакăн пек пултаруллă вӗрентекенсем ӗçлеççӗ Йăвашкелӗнчи шкулта. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество