ПӖР ВАТĂ ТА ТИМЛӖХСӖР ЮЛМӖ
Статистика кăтартăвӗсем вӗсем аттракцион евӗр, пӗр çӳлелле кармашаççӗ, пӗр аялалла вирхӗнеççӗ. Республикăра пурăнакансене çул ӳсӗмӗ енчен пăхсан, 2015 çултипе танлаштарсан, Тутарстан халăхӗ ватăлса пыни курăнать. Ултă çул хушшинче пенси çулӗнчи çынсен шучӗ 1,5 процента ӳссе 962,1 пин çынпа танлашнă. 2015 çулта вӗсем 896,1 пин пулнă. Прогнозсем тăрăх, 2030 çул тӗлне ваттисен шучӗ 2021 çултинчен 1,7 процент чухлӗ сахалрах пулать – 923,5 пин çын. Çав вăхăтрах республикăра пурăнакансен пӗтӗмӗшле шучӗ вара ӳсмелле. Ахăртнех ачасем ытларах çуралма пуçлаççӗ. Çак статистикăна пăхас пулсан ялсем ватăлса пыни те курăнмасть. 2021 çулта яллă вырăнсенче 899,7 пин çын пурăннине палăртнă, çав шутран 254,5 пинӗ (28,3 процент) – ваттисем.
Çак тата ытти цифрăсемпе ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова паллаштарчӗ. Тӗлпулăвăн теми – ваттисен декадине халалласа ирттерекен ӗçсемпе проектсем. Ӗç министрӗсӗр пуçне журналистсемпе ТР сывлăх сыхлав министрӗн пӗрремӗш çумӗ Альмир Абашев, РФ Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн пуçлăхӗ Эдуард Вафин, «Раççей Пенсионерсен союзӗ» тулли мар яваплăхлă обществăн регионри правленийӗн председателӗ Любовь Мишина, ветерансен канашӗн председателӗ Хабир Иштиряков тӗл пулчӗç. Кашни ведомствăпа организаци шайӗнче ваттисен декадинче мӗн-мӗн тăвассипе кӗскен паллаштарчӗ.
Ӗç министрӗ палăртнă тăрăх, республикăра пурăнакан кашни тăваттăмӗш çын – ваттисен шутне кӗрет. Ун сăмахӗпе, нумай пурăнакансен динамики те ӳснӗ. 2017 çулта çӗр çултан каçнисем 170-ӗн пулнă-тăк, 2021 çулта пӗр ӗмӗр урлă каçнисем 189-ăн. Чи ватă арçын 104 çулта, вăл Хусанта пурăнать. Чи ватă хӗрарăм Элметре кун кунлать, вăл 108-та.
Министр шантарнă тăрăх, Тутарстан бюджетӗнчен социаллă пулăшу мерисене пурнăçлама парăнакан кашни иккӗмӗш тенки ваттисене пулăшма каять. Ку çулта çак тӗллевпе 6 миллиард тенкӗ уйăрнă.
«Социаллă пулăшу ӗçне йӗркелеме пурӗ 13,5 миллиард тенкӗ уйăрнă кăçал, çав шутран 6 миллиарчӗ ваттисене кайнă.
Пенси реформине йышăнни çынсен çӗнӗ категорине «çуратнă». Камсем-ха вӗсем? Пенси çулӗчченхи çынсем. Кăçал çак категорие 1960 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче (июнӗн 30-мӗшӗччен) çуралнă арçынсем тата 1965 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче çуралнă хӗрарăмсем кӗреççӗ. Вăтам пенси калăпăшӗ республикăра 15 475 тенкӗпе танлашать. Пурăнмалли минимумран сахалрах пенси илекенсем те пур, вӗсем валли хушма тӳлев палăртнине каларӗ министр. Унсăр пуçне пенсионерсене федераллă тата республика шайӗнче тӗрлӗ социаллă пулăшу параççӗ. Тутарстанра федераллă пулăшупа 290 çын, республика пулăшăвӗпе 520 пин çын усă курать.
Паллă ӗнтӗ, ӗç паракансем ытларах çамрăк специалистсене хапăл тăваççӗ. Ватăлса пыраканнисене вара май пулсанах ӗçрен кăларма тăрăшаççӗ. Çавăнпа пенси çулӗчченхи граждансене закон шайӗнче хӳтӗлеме йышăнса тӗрлӗ çăмăллăхсемпе тивӗçтернӗ. Пенсие кайиччен вӗсене ӗçрен кăларма юрамасть. Тӗрлӗ çăмăллăхсен шутне диспансеризаци те кӗрет. Ăна иртме çулталăкне икӗ кун парăнать. Ку чухне унăн ӗç укçи упранса юлать.
Ваттисен ача сачӗ?
Эльмира Зарипова социаллă ӗçченсем çинчен каласа паяна республикăра 17 пин ватă çын килте пулăшу илнине пӗлтерчӗ. Вӗсенчен ытларахăшӗ йывăр чир хыççăн вырăнпа выртакансем. Инсульт, инфракт е урăх чир хыççăн хăйсене пăхайманнисем çинчен пырать сăмах.
«Ку ӗçе эпир Сывлăх сыхлав министерствипе пӗрле илсе пыратпăр. Медицина патронажӗ уйăхне пӗрре пулать, социаллă ӗçчен вара куллен тенӗ пек çӳрет, республикипе илес пулсан кулленхи пулăшăва 3300 çын илсе тăрать», – терӗ министр.
Ват çынна пăхма çăмăл мар. Йывăр чирлисемпе, вырăнпа выртакансемпе тӗрӗс ӗçлеме пӗлмелле. Çак тӗллевпе ват çынна пăхакан çемьесем валли «Школа ухода» вӗренӳ курсӗ уçнă. Унта паяна 3500 çын ятарлă пӗлӳ илнӗ.
Ăс-хакăл пăсăлнипе аптракан ваттисем валли кăнтăрлахи уйрăм та уçнă, вăл ваттисен хăйне евӗр «ача сачӗ» темелле. Тăванӗсем ват çынна ирхине центра ăсатаççӗ те каçпа каялла илсе каяççӗ. Мӗншӗн? Ват çын пӗччен чухне газ, чейник таврашне сӳнтерме манать, пушар тухас е хăй сусăрланас хăрушлăх пысăк. Ват çынна инкекрен хăтарас тӗллевпе килсе яраççӗ те кăнтăрлахи уйрăма. Эльмира Зарипова сăмахӗсемпе, унта вӗсене кичем мар. Вӗсемпе тӗрлӗ специалистсем ӗçлеççӗ. Ку услуга иртнӗ çулта хута кайнă. Хальхи вăхăтра унпа 900 ватă усă курать.
Тата мӗнле пулăшу пур-ха республикăра? «Демографи» нацпроектăн «Аслă ăрурисем» программи хӳттинче ялта пурăнакан ватăсем валли 43 автомашина туяннă. Вӗсемпе 65 çултан аслăраххисене диспансеризаци тухма е чирлесен хулари больницăна леçме усă кураççӗ.
Чи начарри ватлăхра – вăл е ку сăлтава пула пӗччен юлни, ачисем ватă ашшӗ-амăшне пăрахса хăварни. Вӗсене пулăшас тӗллевпе республикăра 8-800-600-42-34 хӗрӳ телефон линине уçнă. Çумра пӗччен ватă пурăннине асăрхасан кашни çак телефонпа шăнкăравласа пӗлтерме пултарать.
«Енчен те хăвăр таврара – çуртра, пӗр подъездра е урамра йывăр лару-тăрăва лекнӗ ватă çын пурăнать, ăна пăхакан çук пулсан, çак телефонпа шăнкăравлăр», – терӗ Эльмира Зарипова.
Ватлăх — ялан чир те пӗчченлӗх мар
Нумайăшӗ пенсие кайсан пурăнма пуçлать кăна-ха: хăйшӗн. Хăш-пӗри çамрăк чух хăю çитермен профессие алла илет. Нумайăшӗ çӗнӗ технологисемпе усă курма вӗренет. Министр сăмахӗсемпе, ӗçлӗх центрне пынă кашни иккӗмӗш çын ӗç тупать. Ытларах бухгалтерипе, финанс, педагогика енӗпе, персонал управленийӗпе пӗлӗве çӗнетес текенсем йышлă. Рабочи профессийӗсенчен ытларах хуралçă, повар, кондитер, котельнăй операторӗн ӗçне суйлаççӗ.
«Ваттисене компьютерпа ӗçлеме вӗрентни нумай услугăна электронлă май çине куçарма пулăшрӗ. Социаллă хӳтлӗх услугисен 87 процентне электронлă майпа илеççӗ. Халӗ ватăсем те гаджетсемпе ӗçлеме пӗлеççӗ», – терӗ Эльмира Амировна.
Культура – ватăсемшӗн чун уççи. Кашни ялтах ваттисен ансамблӗсем йӗркеленнӗ. Вӗсем тӗрлӗ конкурссемпе фестивальсене хутшăнаççӗ. Чи паллисенчен пӗри – «Балкыш» фестиваль.
Декада вăхăтӗнче ваттисем ял хуçалăх продукцине йӳнӗ хакпа илме пултарнине те асăнчӗ министр. Халӗ пасарсенче ярмаркка вăхăчӗ пырать. Суту-илӳ центрӗсем те ваттисем валли тӗрлӗ акци хатӗрленӗ. Паллă сетьсенче ыркăмăллăх акцийӗсем ирттернисӗр пуçне ваттисене чейпе хăналӗç. ЗАГСсенче вара юбиляр мăшăрсене саламлама палăртнă. Спорт министерстви бассейнсемпе тренажер залӗсене çӳреме тӳлевсӗр сехетсем уйăрса ваттисене парне тăвать. Çамрăксен министерстви енчен çамрăксен ӗç бригадисем ваттисем патне килӗрен çӳресе çурт-хваттере, кил картишне, пахча таврашне тирпейлеме пулăшӗç.
Ваттисен декади республикăра мероприятисенчен пуян та тухăçлă иртет. Кашни муниципаллă йӗркеленӳрех тӗрлӗ пулăшу акцийӗсем ӗçлеççӗ. Анчах чи кирли вăл – ватăсем тăтăш патшалăх, общество, çемье, çывăх çынсен тимлӗхӗнче пулни. Вӗсен ватлăхӗ чăннипех те канлӗ, лăпкă, интереслӗ ирттӗр. Чи кирли – пурин те çирӗп сывлăх пултăр.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев