Правана камӑн улӑштарма васкамалла?
Çӗнӗ хыпарсем

Правана камӑн улӑштарма васкамалла?

Руль умне ларма ирӗк паракан документăн срокӗ Çӗнӗ çул вăхăтӗнче тухать пулсан канмалли кунсем пуҫланиччен удостоверение улăштарса ӗлкерме сӗнет Раççей ШӖМӗ.

2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кăçалхи декабрӗн 31-мӗшӗччен праван срокӗ тухсан ăна виçӗ çула тăсатчӗç пулсан, январӗн 1-мӗшӗнчен срокӗ тухакан документсем енӗпе ку май ӗçлеме пăрахать. Çавăнпа та вӗсене улăштарма васкамалла. Уяв кунӗсенче ГИБДД уйрӑмӗсем кӗскетнӗ графикпа ӗҫленине е каннине пула вӗсене уҫиччен срок тухнă удостоверенипе руль умне ларма юрамасть.

Водитель удостоверенине улӑштарасси стандартлӑ процедурăпа иртет, экзаменсем те памалла мар пӗлтерет ведомство пресс-служби.

Каласа хăвармалла, документăн срокӗ 2025 çулта тухать, ăна тата виçӗ çула автоматла тăсаççӗ.

«Татар-информ» сăнӳкерчӗкӗ. 


мвд рт водительское удостоверение

Нет комментариев