Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Раççей шкулӗсенче ачасене урок вăхăтӗнче телефонпа усă курма чараççӗ, Раççей Çутӗç министерствин кун çинчен калакан хушăвӗ сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет.
Çапла вара Пӗтӗмӗшле пӗлӳ программипе вӗрентӳ ӗçӗн йӗрки çинчен 2021 çулхи мартăн 22-мӗшӗнче тухнă 115№ хушăвне те улшăнусем кӗртет ку. Çӗнӗлӗх 2027 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен вăйра пулать.Ун тăрăх, шкулта пӗтӗмӗшле пӗлӳ программипе пыракан урок вăхăтӗнче вӗренекенӗн гаджетсемпе усă курма юрамасть.Чару ачан, шкул ӗçченӗсен пурнăçӗпе сывлăхӗшӗн хăрушлăх кăларса тăракан лару-тăрусен вăхăтне пырса тивмест. Тăхтавсенче телефонсемпе усă курассине кашни шкул хăй йышăнать, тесе пӗлтерет ТАСС РФ çутӗç министрӗн Сергей Кравцовăн сăмахӗсем çине таянса.
Нет комментариев