Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗпрелӗнчи пухуран

Коррупцие хирӗçле комисси тӗрӗслевпе килсе кайнă хыççăн тин пурте Тӗп больницăпа килӗшӳ çирӗплетме чупма пуçланă

Эрне пуçламăшӗнче, ноябрӗн 23-мӗшӗнче, Çӗпрел муниципаллă районӗн ӗçлӗ пухăвӗнче пулма тӳр килчӗ. Унта район шайӗнчи власть органӗсен представителӗсем, ведомстăвсемпе ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсем хутшăнчӗç. Кун йӗркине çӗпрелсем çынсен социаллă пурнăçне пырса тивекен кашни ыйтăвах кӗртнӗ темелле. Пуху ӗçне Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ Марат Гафаров йӗркелесе пычӗ.

Ӗçтăвком ертӳçин социаллă ыйтусен енӗпе çумӗ Айрат Залялов кӗскен район лару-тăрăвӗпе паллаштарчӗ. Хăй сăмахне вăл коронавируспа чирлессин лару-тăрăвӗнчен пуçларӗ. Ун сăмахӗсемпе, чирлесси виçерен тухса кайман. Район больницинче ковидлисене сиплеме 24 койка-вырăнлă уйрăм уçнă. Паянхи кун унта 25 çын сипленет. Майпен вăл çитӗнӳсем çине куçрӗ. Çавсен шутӗнче Çӗпрел çамрăкӗсем республикăри ӗçлекен çамрăксен пултарулăхӗн «Наше время – Безнен заман» телевидени фестивалӗнче пӗтӗмӗшле зачетра 2-мӗш вырăн йышăнни. «Хореографи» номинацире вӗсем тутар ташшипе 1-мӗш, чăваш ташшипе 2-мӗш вырăна тухнă. «Музыка» номинацире чăваш, вырăс, тутар юррисемпе каллех 2-мӗш вырăнсене тивӗçнӗ. ​
Район пуçлăхӗ Марат Ринатович çӗпрелсен тӗп конкуренчӗсем Хусан та Ешӗлвар кăна пулнине, вӗсене çӗнтерме район çамрăкӗсен пултарулăхӗ çитнине палăртса хăварчӗ.
Пухура тухса калаçакансем нумайăн пулчӗç. Кашнин хăйӗн çитӗнӗвӗ, проблеми пур. Районти Тӗп больницăн тӗп тухтăрӗ Ильмас Шигабутдинов рейссене тухас умӗн водительсен медицина тӗрӗслевне ятарлă сертификатлă медицина ӗçченӗ патӗнче тухмаллине,​ медицина тӗрӗслевне ирттерекен учрежденин ятарлă лицензи пулмаллине хытă асăрхаттарчӗ. Унсăрăн медтӗрӗслев ирттерме ирӗк çук. Ун пек лицензи Çӗпрелӗнче Тӗп больницăпа отрасль технологийӗсен техникумӗн кăна пур. Ильмас Шигабутдинов сăмахӗсемпе, коррупцие хирӗçле комисси тӗрӗслевпе килсе кайнă хыççăн тин пурте Тӗп больницăпа килӗшӳ çирӗплетме чупма пуçланă. Анчах паянхи кун килӗшӳ условийӗсене пурте пурнăçласа пымаççӗ. «Ертӳçӗсем медицина пӗлӗвӗ çук шарлатансене ăçтан кăна тупаççӗ-тӗр? Пин тенкӗ перекетлесе кайран темиçе пин штраф тӳлетӗр. Кун пек йӗркесӗрлӗхе чăтма çук, прокуратурăна кашнин ятне çырса яратăп. Эсир çынсен пурнăçӗшӗн явап тытатăр çула тухса», – асăрхаттарчӗ тӗп тухтăр.
Район пуçлăхӗ те хăй енчен кашнин ятне пӗлтерме ыйтрӗ.
Унтан малашнехи плансем çине куçрӗç. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗсен умне лартнă задачăсенчен пӗри – Çӗнӗ çула хатӗрленесси.
– Коронавирус лару-тăрăвӗ пулсан та Çӗнӗ çул хăй вырăнӗнче юлать, – терӗ Марат Ринатович. Пухура кашни ял хутлăхӗнче чăрăш лартса илемлетме, районти парксемпе тӗп урамри чăрăшсене капăрлатма йышăнчӗç. Яваплисене палăртрӗç.
Çӗнӗ 2021 çулти плансен шутӗнче – районти çул-йӗрсен строительствине малалла тăсасси. Хăш-пӗр яла кӗрекен асфальтлă çула, чăн та, вуншар çул юсаман. Унта пурăнакан çынсемшӗн ку питӗ кансӗр. Çитес çул программăна кӗртнӗ кашни объектпа ӗçе вӗçлессе шанас килет.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев