Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Премьер-лигăра вăйсăр команда çук

Июлӗн 30-мӗшӗнче Хусанти «Рубин» Оренбургри «Оренбурга» йышăнчӗ

«Оренбург» та, «Рубин» та тӳрех пысӑк темппа вӑйя пуҫларӗҫ. «Оренбургӑн» пирӗн хапха патне кашни ҫывхарнине хирӗҫ Хусансем контратака йӗркелерӗҫ. Мечӗк площадка варринчен те, фалангсемпе те виҫ кунхи чӗпӗ пек япшар сарӑ тум тӑхӑннӑ «Оренбург» вратарӗ патне ҫывхарса хӑнана сисчевлентерчӗ. Пирӗн атакӑсен варринче яланхи пекех Джоэль Фамейе. Оренбургран куракан нумайӑнах килмен, Ҫапах аллӑ ҫын та, мечӗк вӗсен командин аллине (тӗрӗсрех каласан, урине) лексен "Ак Барс Аренӑра"сахал мар шӑв-шав кӑларчӗҫ.

Хусанти куракансем, хальхинче аренӑн трибунисене кӗрсе ларас тесен Патшалӑх услугисен порталӗнче Болельщик карттине тутармаллипе-ши, нумайӑнах килмен футбола. 5-6 пине яхӑн кӑначчӗ тутарстансем. "Рубин" фаначӗсем Болельщик карттине илме хистекен "Фан ай ди" пропуск системине хирӗҫлесе килти матчсене байкотлани те аренӑри куракансен шутне чакарман мар, паллах.  Оренбург вӑйсӑр команда мар. Казаксем (хӑйсен фаначӗсем вӗсене ҫапла чӗнсе хавхалантараҫҫӗ) пирӗн хапхаҫӑна сахал мар сиктерчӗҫ. Пӗр самантӗнче хӑй вашават пулни, тепринче штанга пире голран хӑтарса хӑварчӗҫ. 36-мӗш минутра Джоэль Фамейе «Оренбург» хапхине мечӗк кӗртнӗ хыҫҫӑн тӑхтав вӑхӑчӗ ҫитессе кӗрекен хусансем кӑштах лӑпланчӗҫ. Оренбург вара хӑватне чакарма шутламарӗ те. Хӑрушӑ самантсем пулчӗҫ «Рубин» хапхи умӗнче те, пирӗннисене хирӗҫ выляканнисен патӗнче те. Анчах та матчӑн 80-мӗш минутӗнче оренбургсене ӑнчӗ. Вӗсем «Рубина» кӳренмелли ăнсăртарн гол кӗртрӗҫ. Шут 1:1 пулса тӑнӑ хыҫҫӑн вӑйӑ таканккине аса илтере пуҫларӗ. Судья матчӑн вӑхӑчӗ ҫумне 5 минут хушса пани те лару-тӑрӑва улӑштараймарӗ. Матч ничьяпа вӗҫленчӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев