Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Приставкăна почтăрах туянма пулать

Малашне цифра приставкисене Тутарстанри ялсенчи почта уйрăмӗсенче туянма май пуррине хыпарлать ТР Информатизаципе çыхăну министерствин пресс-служби. Цифра сигналне йышăнакан çак хатӗре республикăри ялсенчи – 500, хулари 150 почта уйрăмне кӳнӗ.

Хăш почта уйрăмӗнче пуррипе çуккине (843)- 221-18-46 телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать. Енчен те ку е вăл почта уйрăмӗнче приставка пулмарӗ-тӗк, ăна почтăрах заказ пама юрать.

Аса илтеретпӗр, июнӗн 3-мӗшӗнче Тутарстан цифра телевещани çине куçать. Ун чух 20 канал тӳлевсӗрех курма пулать. Асăннă приставка цифра стандартне тытман телевизорсем валли кирлӗ. Урăхла каласан, федераллă телеканал логотипӗсемпе юнашар «А» саспалли тăрать пулсан. DVB-Т2 стандарта тытать-тӗк, телевизора цифра формачӗллӗ каналсем çине куçас тесен дециметрлă е пӗтӗм хумлă антеннăпа кăна çыхăнмалла. Сăмах май, приставкăна электроникăпа кил-тӗрӗшре кирлӗ техника сутакан мӗнпур лавккара сутаççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цифровое телевещание