Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Призыв–2020: ашшӗ-амăшӗсен мӗн пӗлмелле?

Хусанти «Патриот» сборный пунктра призывниксем тест иртнисӗр пуçне темиçе кун карантинра пулаççӗ, çак вăхăтра тăвансемпе, тус-юлташсемпе тӗл пулма та, нимӗнле передачăсем илме те юрамасть. 

Хальхи вăхăтра Раççейре, çав шутра пирӗн республикăра та, кӗрхи призыв хӗрсех пырать. Аса илтеретпӗр, вăл октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 31-мӗшӗччен тăсăлать. Тутарстанран кӗркунне 18-27 çулти 3 000 каччă салтака каймалла, вӗсенчен çурри салтак атти тăхăнчӗ те ӗнтӗ.  Коронавирус пандемине пула призыв кампанийӗнче те улшăнусем пур. Çар чаçӗсене вирус ан сарăлтăр тесе санитарипе эпидемиологи нормисене çирӗп пăхăнаççӗ. Çавăнпа Хусанти «Патриот» сборный пунктра призывниксем тест иртнисӗр пуçне темиçе кун карантинра пулаççӗ, çак вăхăтра тăвансемпе, тус-юлташсемпе тӗл пулма та, нимӗнле передачăсем илме те юрамасть. 

Призывниксене çар чаçӗсене чугун çул вокзалӗнчен дезинфекциленӗ уйрăм вагонра илсе каяççӗ, паллă ӗнтӗ, кунта та тăвансемпе ытти çулсенчи пек ыталансах сывпуллашма май пулмасть. Сăлтавӗ паллă – профилактика. Анчах  призывникпа нимӗнле çыхăну та пулмасть тенине пӗлтермест ку. Тутарстанра та «Аннӳне шăнкăравла» федераллă проект пунăçланать. Унта  МТС, «Билайн», «Теле-2» , «Мегафон» сотовый операторсем хутшăнаççӗ. Хӗсмет вырăнне çитиччен шăнкăравлама кашни призывникăн телефонӗ çине республика бюджетӗнчен 200-шер тенкӗ укçа куçараççӗ. Кунсăр пуçне сборный пунктра призывник ячӗпе банк картти уçса алла параççӗ, унта уйăхсерен  салтака кирлӗ япаласем туянма 2-шер пин (тăлăхсене 3000)  тенкӗ укçа куçараççӗ.  (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество