Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Программист-спортсмен

32 çулти спортсмен Искандер Ядгаров Амстердамра (Нидерландсем) çурма марафонра çӗнтернӗ.

32 çулти спортсмен Искандер Ядгаров Амстердамра (Нидерландсем) çурма марафонра çӗнтернӗ. 21,1 километр дистанцие 1 сехет те 5 минут та 23 çеккунтра чупса тухнă. II вырăна Алжиртан тухнă Абдельазиз Дахи (1:05.36), III – француз Жюльен Деван (1:05.38) йышăннă.

Искандер Ядгаров «Форрест Гамп» фильмри сăнар пек тумланнă полумарафона хутшăнма: хӗрлӗ шорты, хӗрлӗ кепка, сарă футболка.

Ку çӗнтерӳ И.Ядгаровшăн ӗрремӗш пулмарӗ. 2019 тата 2022 çулсенче Мускавра иртнӗ марафонра та çӗнтерӳçӗ пулса финиша çитнӗ вăл.

Ядгаров Тутар Республикинче 1991 çулта Габишево поселокӗнче çуралнă. Амăшӗ медсестра, ашшӗ физкультура учителӗ.

Мускав патшалăх университетӗнче вӗреннӗ чух пиллӗкмӗш курсра «Яндекс» компанире программист пулса ӗçлеме пуçланă.

2022 çулхи октябрь уйăхӗнче Искандер Ядгаров ӗçне улăштарса Португалие куçса кайма шутланă.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. Авторӗ В.Васильев.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт