Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

PROинтерес атьсене юратнă хобби мӗнле профессипе çыхăннине ăнланса илме пулăшать

«Пӗрремӗшсен юхăмӗ» («Движение первых») организаци ачасемпе çамрăксене професси суйласа илме пулăшас тӗллевпе ятарласа мероприяти хатӗрленӗ – PROинтерес фестиваль хута ярса. Вăл сентябрӗн 4-мӗшӗнче пуçланчӗ.

 

Кайран вара суйланă професси кăмăла кайманни, пач та тивӗçтерменни палăрать. Нумайăшӗ пулас профессие ашшӗ-амăш хистенипе суйлани те вăрттăнлăх мар

«Ӳссен эсӗ кам пулан?» Çак ыйтăва пӗчӗк чух кашни пӗрре мар илтнӗ пулӗ. Экспертсен шучӗпе, вăл питӗ кирлӗ те вырăнлă. Вăл ачана хăй пуласлăхӗ пирки шутлама, яваплăх туйăмне йӗркеленме пулăшать мӗн. «Пӗрремӗшсен юхăмӗ» («Движение первых») организаци те акă атьсене професси суйласа илме пулăшас тӗллевпе ятарласа мероприяти хатӗрленӗ – PROинтерес фестиваль хута ярса. Вăл сентябрӗн 4-мӗшӗнче пуçланчӗ. Йӗркелӳçӗсен сăмахӗпе, фестиваль Round мобильлӗ приложени никӗсӗнче иртет. Çак приложение чи ансат смартфона та уçласа илсе лартма пулать. Тата хуть мӗнле гаджет урлă та фестивалӗн официаллă сайтне кӗрсе хутшăнакан пек регистрациленме май пур. Çапла майпа регионри «Пӗрремӗшсен юхăмӗ» вӗренӳ çулне шкул ачисемпе студентсем валли карьерăри пӗрремӗш утăмсем тума пулăшса пуçлама шутланă.

Фестивалӗн тӗллевӗ – ачасемпе çамрăксене ӗç рынокӗнчи актуаллă профессисемпе паллаштарасси. Фестивалӗн программипе килӗшӳллӗн, хоббирен професси патне траекторипе пурӗ 12 карьера трекӗ хатӗрлеме палăртнă. Ку çамрăксене хăйсен харпăр интересӗ (хобби) мӗнле профессипе çыхăннине тата мӗнле специальноçа илме кирлине ăнлантарса парать. Атьсем тӗрлӗ заданисем пурнăçласа хăйсене тӗрлӗ сферăра, отрасльте тӗрӗслесе пăхӗç.

Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Раисӗн пулăшуçи, «Пӗрремӗшсен юхăмӗ» регионри уйрăмӗн ертӳçи Тимур Сулейманов, PROинтерес фестивалӗн ертӳçи Эльвина Янышева пӗлтерчӗç.   

Тимур Сулейманов палăртнă тăрăх, «Пӗрремӗшсен юхăмӗн» ӗçӗ республикăра вăй илсех пырать. Çуллахи вăхăтра тӗрлӗ мероприятисемпе проектсене 30 пин ытла ача-пăчапа çамрăк хутшăннă. Хальхи вăхăтра республикăра ача-пăча тата çамрăксен тӗрлӗ пӗрлешӗвӗсемпе клубӗсем пӗтӗмпе 500-е яхăн. Министр шучӗпе, çуллахи активлăха шута илсен сентябрь-октябрь уйăхӗсенче пӗрремӗшсен йышӗ виç хутран сахал мар ӳсмелле.  «Çу вăхăтӗнче пурӗ пиллӗке яхăн профильлӗ смена, виçӗ палатка лагерӗ йӗркеленчӗ, муниципаллă лагерьсенче «Пӗрремӗшсен юхăмӗн» кунӗсем иртрӗç. Унта 30 пин ытла ача-пăча хутшăнчӗ.  Пирӗн тӗп тӗллев – юхăма чăннипех ача-пăчапа çамрăксем валли тăвасси. Тӗп тивӗç – атьсем валли тӗрлӗ активлăх йӗркелесси, тӗрӗс çул кăтартасси, каласа парасси, ăнлантарасси, интереслентересси. Чи кирли – «Пӗрремӗшсен юхăмӗ» организацие ачасем хăйсен ирӗкӗпе килни», – терӗ Тимур Сулейманов. 

«Пӗрремӗшсен юхăмӗ»  регионри уйрăм ертӳçи пӗлтернӗ тăрăх, PROинтерес фестиваль «Гранты первых 2023» Пӗтӗм Раççейри конкурсра çӗнсе илнӗ грант шучӗпе иртет. Вăл 9,3 миллион тенкӗпе танлашнă. Сăмах май, Федераллă шайри грантсен конкурсне çӗршывран 2,5 пине яхăн заявка килнӗ. Тутарстан проекчӗсем тивӗçлӗ вырăн йышăннă унта. Пирӗннисем пӗтӗмпе 51 миллион та 700 пин тенкӗлӗх  грант выляса илнӗ. Çапла майпа 20 проект питӗ пысăк тӗрев илнӗ. Хусансăр пуçне Çырчалли, Актаныш, Менделеевск, Арск, Нурлат районӗн ачисем пысăк активлăх кăтартнă.

PROинтерес фестивалӗн ертӳçи Эльвина Янышева каланă тăрăх, вăл республикăра виççӗмӗш хут иртет. Ăна «Дарвин» фонд йӗркеленӗ. Асăннă фонд хальхи пӗлӗве кашниншӗн уçă тăвас тесе тăрăшать. «Кăçал эпир карьера трекӗсене 12 енпе йӗркелесшӗн. Вӗсен шутӗнче инженерипе, техникăпа çыхăннă профессисем нумай пулӗç. Кашни профильлӗ аслă шкулпа çыхăннă. Тӗрлӗ заданисем пурнăçласа ачасем пӗр-пӗр профессипе кăна мар, вăл е ку предприятин командипе те паллашӗç», – терӗ Эльвина Янышева.

«Уйрăмах асă класра вӗренекенсемшӗн профориентаци траекторине палăртасси, пулас ӗç вырăнне тупасси пӗлтерӗшлӗ. Статистика тăрăх, абитуриентсенчен нумайăшӗ хăйсен суйласа илнӗ аслă шкулпа документсем панă чух тин тӗплӗнрех пӗлсе çитеççӗ е вӗреннӗ хушăра. Кайран вара суйланă професси кăмăла кайманни, пач та тивӗçтерменни палăрать. Нумайăшӗ пулас профессие ашшӗ-амăш хистенипе суйлани те вăрттăнлăх мар. Престижлă, престижлă мар стереотип та пысăк сиен кӳрет. Акă мӗншӗн пулас профессипе, унпа çыхăннă профильлӗ вузсем çинчен маларах пӗлни кирлӗ. PROинтерес фестиваль шăпах çак ыйтусене татса пама пулăшать», – ăнлантарчӗ Тимур Сулейманов. 

Фестивале 10 çулхи ача-пăчаран пуçласа 22-ри çамрăк таран хутшăнма пултараççӗ. Условисем ансат: PROинтерес фестивалӗн официаллă сайтне кӗмелле те панă заданисене пурнăçламалла. Эльвина Янышева сăмахӗпе, фестивале хутшăнакансене питӗ те интереслӗ мероприятисемпе тӗлпулусем кӗтеççӗ. «Фестиваль хӳттинче атьсем онлайн режимра предприятисен  экскурсийӗсене лекеççӗ. Пирӗн çамрăк специалистсене стажировка илме май паракан кейс та пур. Хăш-пӗрне ТР Раисӗпе тӗл пулма та ăнăçрӗ», – терӗ спикер.

Конкурса проектсене октябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнӗç. Çӗнтерӳçӗсене хаклă парнесем кӗтеççӗ. Трексене чи нумай хутшăннисенчен 150-шне суйласа илсе Çырчаллине тăватă кунлăха ятарлă сменăна суйласа илеççӗ. Унта вӗсем профориентаципе ятарлă вӗренӳ программине иртме, экспертсемпе паллашма пултараççӗ.

Профессисен фестивальне СБЕР, СИБУР, Билайн, «Смолет», КАМАЗ, ВТБ Банк, «Татнефть», «Хусанти çу комбиначӗ» тата ытти пысăк компанисем хутшăнаççӗ.

Йӗркелӳçӗсен шучӗпе, пӗр фестиваль ирттернипе кăна кадрсен дефицитне татса пама пулмӗ, çапах та PROинтерес хăй шайӗнче кăштах та пулин проблема çивӗчлӗхне çемçетме пултаратех.

Сăнӳкерчӗк: «Татар-информ» ИА. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование