Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пулăшу вӗсене ытларах кирлӗ

Декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуçланакан Инвалидсен декадинче Тутарстанра кăçал 1,5 пин ытла мероприяти ирттерме палăртнă.

Чи курăмлисем: Хусанти Чукун çул ӗçченӗсен Культура керменӗнче декабрӗн 1-мӗшӗнче иртекен «Луч — люди, умеющие чувствовать» Пӗтӗм Раççей фестивалӗн гала-концерчӗ (унта хутшăнма 44 регионтан 800 заявка килнӗ), 5-мӗшӗнче Хусан Ратушинчи инклюзи балӗ, 8-мӗшӗнче «Экият» пукане театрӗнче сывлăх енчен çирӗп мар ачасем валли «Искусство добра» уяв, 13-мӗшӗнче Саид Галеев ячӗллӗ «Возьмемся за руки, друзья» уçă фестиваль, 12 физкультурăпа спорт мероприятийӗ тата ытти те. Декабрӗн 3-мӗшӗнче социаллă такси ыйтăвӗпе Хусанта çавра сӗтел те пулать. Инвалидсен декади вăхăтӗнче кашни муниципаллă районта «хӗрӳ линисем», тӳлевсӗр консультацисем ӗçлеççӗ. Вӗсенче медицинăпа социаллă пулăшупа, правăпа çыхăннă ыйтусене ыйтса пӗлме пулать. Кун çинчен паян, ноябрӗн 29-мӗшӗнче, ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗç.

Декабрӗн 1-10-мӗшӗсенче республикăра «Доступная среда» тест та иртет. Унта хутшăнмашкăн 18 пин çын кăмăл тунă та ӗнтӗ. ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова инвалидсен социаллă хӳтлӗхӗ республикăра тимлӗхре пулнине, ыйтусене ТР Раисӗ çумӗнче йӗркеленнӗ Инвалидсен ыйтăвӗсемпе ӗçлекен канашăн ларăвӗсенче сӳтсе явнине каларӗ. 45 муниципаллă районта сывлăх енчен çирӗп маррисене обществăна интерграцилессипе Инвалидсен ӗçӗсем енӗпе канашсем йӗркеленине палăртса хăварчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество