Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пултаруллă ачасемпе республика çулла та ӗçлет

«Хусанти талантсен уçă университечӗн» директорӗ А.Акмалов каланă тăрăх, çуллахи программăна Тутарстан экономикипе çыхăнтарнă

Республикăри пултаруллă яш-кӗрӗмӗн пӗлӗве ӳстерес, олимпиадăсене хатӗрленес тесен урăх регионсене кайса çӳремелле мар халь. Сочи хулинчи «Сириус» Вӗрентӳ центрӗн моделӗпе пӗлтӗр Тутарстанра Республика центрӗ уçăлнă. Тӗллевӗ – хамăр регионти пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси кăна мар, малалла аталантарса республика валли лайăх кадрсем хатӗрлесси те. Республика центрӗ «Кашни ачан çитӗнӗвӗ» программăн хӳттинче пултаруллă ачасем валли «наука», «искусство» тата «спорт» направленисемпе профильлӗ вӗрентӳ программисем хатӗрленӗ. Ачасемпе çулталăк тăршшӗпех ӗçлет центр. Çуллахи программа та акă хатӗр. Кун çинчен нумай пулмасть «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире паллаштарчӗç.

«Хусанти талантсен уçă университечӗн» директорӗ А.Акмалов каланă тăрăх, çуллахи программăна Тутарстан экономикипе çыхăнтарнă.

Урăхла каласан, экономика задачисене çывăх пулӗç вӗсем. Наука программипе ӗçлекенсем хирсенче тӗрӗслевсем ирттерӗç, проектсем хатӗрлӗç, биологи енӗпе кайнисем приборсемпе Çӗр сийӗ çинчен информаци пухӗç. Пултарулăхпа çыхăннă направление суйланисемпе консерваторире, театрсемпе музейсенче ӗçлекен искусство деятелӗсем ӗçлӗç. Спорт программинче вара футбол, çăмăл атлетика, шахмат тата роликлă йӗлтӗр пулӗ. Республика центрӗн никӗсӗнче йӗркеленнӗ çак профильлӗ сменăсем 14-21 куна тăсăлӗç. Кану тӳлевсӗр. Чăн та, унта наукăра, искусствăра тата спортра çитӗнӗвӗсем пур пултаруллă шкул ачисем кăна хутшăнма пултараççӗ. Апла пулсан та профильлӗ сменăна лекес тесен вӗсен малтан https://utalents.ru сайтра конкурс витӗр иртмелле.

ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Олимпиада центрӗ те ачасен çуллахи канăвне усăллă ирттерес тӗлӗшпе 4-11 классенче вӗренекенсем валли 5 профильлӗ смена (кашнийӗ 150 ача валли) хатӗрленӗ. Ачасем каннă хушăрах астрономи, физика, информатика тата ытти предметсемпе пӗлӗве тата ӳстерме пултараççӗ кунта. Пӗрремӗш смена майăн 26-мӗшӗнченех ӗçлеме пуçлать. Унта шкул ачисене ют чӗлхесемпе, историпе тата обществознанипе Пӗтӗм Раççей олимпиадисене хатӗрлӗç. Ытти сменăсенче урăх предметсемпе хатӗрленӳ пырӗ.

Спикерсем пӗлтернӗ тăрăх, çӳлерех асăннă профильлӗ сменăсене ачисене канма янă ашшӗ-амăшӗн хăрамалли çук, сиплевпе вӗрентӳ комплексӗсем санитарипе эпидемиологи тата хăрушсăрлăх требованийӗсене çирӗп пăхăнаççӗ. Пултаруллă ачасемпе çапла тӗллевлӗ ӗçленин усси пысăк, 2013 çултанпа олимпиадăсенче çӗнтерессипе Мускавпа Петербург хыççăн республика 3-мӗш вырăнта тăрать. 2020 – 2021 вӗренӳ çулӗнче пирӗн шкул ачисем 211 призлă вырăн йышăннă. Республикăра кун пекки хальччен пулман. Профильлӗ программăпа ӗçлекен ачасенчен чылайăшӗ хамăр республикăн аслă шкулӗсенех вӗренме кӗрет, Мускаври е ытти хуласенчи аслă шкулсенче вӗренекенсемпе те республика çыхăнăва татмасть. Вӗсенчен 20 проценчӗ çуллахи профильлӗ сменăсенче тренер пулса ачасене тӗрлӗ предметпа олимпиадăсене хатӗрлеме пулăшать.

​ Ирина КУЗЬМИНА.

Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев