Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурăн, çăлкуç!

Николай Колесникова Наратлă çăлкуçӗсем чемпион пулма пулăшнă

Наратлă ялӗ Пӗкӗлме районӗн кăнтăр енче вырнаçнă. Ял çумӗпе Тимӗшке юханшывӗ юхса иртет. Пӗррехинче йывăр алтлетикăпа олимп чемпионӗ пулса тăнă Николай Колесников: «Эпӗ пирӗн çăлкуçсем пулăшнипе чемпион пулса тăтăм», – тесе каланăччӗ. Эпир унпа килӗшетпӗр.

Тӗрӗссипе çăлкуç çут çанталăкăн пӗчӗк тӗлӗнтермӗшӗ. Тăван çӗр-анне çынсене çынсене тасалăх, сывлăх парнелет. Çăлкуç шывӗсем сиплӗ, вӗсене ӗçес килсе тăрать.
Мӗншӗн çăлкуç шывне «чӗрӗ» теççӗ? Тен, эпир ун патне шыв ăсма килсен, вăл шăнкăртатса юхнипе?
Наратлă йӗри-тавра та çăлкуçсен тӗрлӗ ят: «Нарспи», «Клуб хыçӗнчи», «Виç хурăн», «Укçаллă», «Курак çăлӗ», «Кивӗ çăлкуç», «Пӗтекенни», «Çарăк», «Упа» тата чи пысăкки «40 çăлкуç».

Клуб хыçӗнчи çăлкуçран хамăр ялсем кăна мар, Павлăпа Пӗкӗлмесем те шыв ăсаççӗ. Водопровод ӗçлӗхрен тухсан, вăл пулăшать çынсене. Пӗлтӗр çăлкуçа тирпейлерӗç. Шыва кӗмелли вырăн, раздевалка турӗç.
Кăçал шкула юсанă хыççăн пластмас пăрăхсем юлчӗç, вӗсене пăрахма хатӗрленетчӗç. Ачасем çак трубасенчен çăлкуçсене тирпейлеме сӗнчӗç. Эпир вӗсемпе час-часах вăрмана çӳретпӗр, унта вара тирпейлемен çăлкуçсем нумай. Наратлă вăрманӗнче «Виçӗ хыр» текен илемлӗ вырăн пур. Юнашар çăлкуç. Вырăнӗ питӗ илемлӗ. Чăнкă çыран хӗрринчи виçӗ хыр, хурăнсем, япшар пилеш, çӗмӗрт, улмуççи хушшинче – çăлкуç. Кашни çулах кунта çырла-кăмпа нумай. Çăлкуçа тирпейлемеллех.


Шкулта волонтерсене пуçтарма тытăнсан, вăрмана кайса ӗçлес текенсен шучӗ хăвăрт ӳсрӗ. 17 вӗренекенпе кайрăмăр çăлкуç патне. Хӗрсем типнӗ туратсемпе çӳп-çапа пуçтарчӗç, каччăсем çăлкуçа чулсемпе хупăрларӗç. Чи хастаррисен шутӗнче Вильданов Рафаэль, Григорьев Максим, Бочкарева Софья и Егорова Ирина пулчӗç.


Нумай вăхăт тăрăшса ӗçленӗ хыççăн эпир тӗлӗнтермӗш куртăмăр: çăлкуç тăрă шыв пама тытăнчӗ. Вӗренекенсем çак шыва тутанса пăхнă хыççăн, вăл лавкаринчен тутлăрах пулнине палăртрӗç. Ашшӗ-амăшӗсене хăналама çăлкуç парнине тултарчӗç.
Тунă ӗçпе кăмăллă юлнă ачасем малалла çак çăлкуç патӗнче сак, сӗтел тума палăртаççӗ.  


Наратлă шкулӗнчи физкультура преподавателӗ П.В.Желованов 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев