Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурçăн хуртӗнчен кăçал мӗн кӗтмелли тепӗр 10 кунран паллă пулать

Пурçăн хуртне хирӗç Павлă, Пӗкӗлме, Пăлхар, Азнакай тата Лениногорск вăрман хуçалăхӗсене, пӗтӗмпе 13,2 пин гектар лаптăка, наркăмăшлă мар Дефилигнум препаратпа çӗр çийӗн çӳресе тата авиаципе сапма тӗллев лартнă. Паянхи кун тӗлне специалистсем пурçăн хурчӗн вăрмансенчи вырăнӗсене тӗрӗслеме тухнă

2023 çулта республикăри вăрмансене пурçăн хурчӗ тапăнса йывăç çулçисене çап-çара юличчен çисе янă тӗслӗхсем палăрчӗç. Пушкăртстанран куçнăскер, Кама леш енчи Азнакай, Аксу, Элкел, Аксу, Мензеле, Нурлатпа Çарăмсан районӗсене шар кăтартрӗ. Пӗлтӗр май уйăхӗнче пурçăн хуртне хирӗç пурӗ 53 пин гектара наркăмăшлă мар Дефилигнум препаратпа сапнине пăхмасăр пулчӗ ку. 

ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗ Равиль Кузюров ТР Министрсен Кабинетӗнче паян иртнӗ брифингра ку кăпшанкăран кăçал мӗн кӗтмеллине тата вăл ăçта-ăçта çитессине калама иртереххине пӗлтерчӗ. Хӗл сивӗ килсен те юр хулăн ларнăран пурçăн хурчӗ аванах хӗл каçма та пултарнă. Чăн та, хальлӗхе вӗсем вăранайман-ха. Çавăнпа прогноз тума иртерех, тепӗр 10 кунран кăна  паллă пулать

Паянхи кун тӗлне специалистсем пурçăн хурчӗн вăрмансенчи вырăнӗсене тӗрӗслеме тухнă. Пӗлтӗртенпе мӗн улшăннине, пурçăн хурчӗн популяцийӗ мӗнле шайрине палăртаççӗ вӗсем. Пурçăн хурчӗ куçса пынине кура специалистсем Атăл ку енчи Теччӗ тата Апас вăрманӗсенче тӗрӗслеме тытăннă.

Пурçăн хурчӗ вăрманти çулçăллă йывăçсене кăна çиет тени тӗрӗс мар, пахчарисене те тиркемест вăл. Çавăнпа Равиль Кузюров пахчаçăсене хăйсен пахчисенче çулленхи профилактика мероприятийӗсене ирттернипе пӗрлех йывăç-тӗмсене наркăмăшлă мар  препаратпа сапма сӗнчӗ. Ку ӗçе тепӗр эрнеренех тума ӗлкӗрмелле-мӗн.  (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество