Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурпӗр ҫӗнтерекен чӑваш

ЧУНРА ТУПĂШУ ВУЧӖ ÇУНАТЬ ПУЛСАН

 

Йăлана кӗнӗ «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» хӗллехи массăллă спорт ăмăртăвӗ февралӗн 8-мӗшӗнче çӗршывăн кашни кӗтесӗнче иртрӗ. Аса илтеретпӗр, шучӗпе хальхи 38-мӗш пулчӗ, пӗрремӗш хут ку ăмăрту 1982 çулта иртнӗ. Тутарстан хулисемпе районӗсенче те çак кун пин-пин çын йӗлтӗр çине тăчӗ. Пӗри пуçласа хутшăнчӗ пулсан, теприншӗн черетли пулчӗ вăл. Пирӗн штатра тăман автор, Лайăш районӗнче пурăнакан Альберт Миронович Кольцов та акă «Раççей йӗлтӗр йӗрне» 24-мӗш хут хутшăнчӗ. Ку ăмăртура хальччен​ çирӗпленнӗ йăли те пурччӗ, хăй миçе тултарнине кура çавăн пек номер илетчӗ. Кăçал та 81-мӗш номерпе старта тухас кăмăлӗ пысăкчӗ те, шел, ăмăрту йӗркелӳçисем çӗнӗлӗхсем кӗртнӗрен 81-мӗш номерлӗ пулаймарӗ. Çавăнпа 117-мӗш номерпе тупăшрӗ.
​ Кун пек чух çӗнтерӳ мар, хутшăнни паха тенипе чăн-чăн спортсмен нихăçан та килӗшмест, мӗншӗн тесен чунра тупăшу вучӗ çуннипе çӗнтерӳçӗсен пьедесталӗ çине хăпарма ăнтăлать. Альберт Миронович вара ӗмӗрхи спортсмен, 81 тултарчӗ пулсан та пухмача кăçал тепӗр икӗ Хисеп хучӗпе медаль хушма пултарчӗ.​ «Йӗлтӗр йӗрӗ – 2020» ăмăртăвăн Лайăш районӗнчи чи аслă спортсменӗ пулчӗ вăл.
​ 55 тата ытларах çултисене хӗрарăмпа арçынсем çине пайланисӗр пуçне урăх ушкăнсем çине уйăрмаççӗ. Ентешӗмӗрӗн çавăнпа 55-рисемпе пӗрле тупăшма тивнӗ. Ӳсӗм çулӗсен уйрăмлăхӗ 30 çул (!), ку категорирен пурӗ 47 çын старта тухнине​ шута илсен, Альберт Миронович виççӗмӗш вырăна тухни чăн-чăн паттăрлăх! Хăй каласа панă тăрăх, трасса çиле хирӗç пулман-тăк, вăл тата çӳлӗрех картлашкана ним мар йышăнатчӗ. Ытлашши хыпăнса ӳкмесӗр хăй еккипе кăна чупнă вăл хальхинче.
Паллах, пӗр çӗнтерӳ те çăмăл килмест, Альберт Миронович та акă ку ăмăртăва тренировкăсăр тухмасть. Кунта та хăйӗн вăрттăнлăхӗпе тактики пур иккен унăн, тренировкăсене вăл йывăç йӗлтӗрпе кăна тухса 6-шар километртан сахал мар чупать. Çапла тусан ăмăртура çăмăлтарах пулать-мӗн. Юр çителӗксӗрри те чăрмантарман Лайăш чăвашне кăçал, куллен вăтамран 4-5-шар километр утнă вăл. Сăмах май, кун пек тренировка Альберт Мироновичăн çанталăка пăхмасăр кашни кун. Çӗнсе илнӗ çитӗнӳпе нихăçан та лăпланса лармасть, мӗншӗн тесен сывă пурнăç йӗркине мӗн çамрăкран тытса пырать. Кунта вара спортсăр ниепле те май çук. Альберт Миронович халӗ те йӗлтӗрӗсене чăлан тăррине хума васкамасть. Юр ирӗличченех ярăнать. Район администрацийӗн Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Андрей Карсалов çитес çул ăмăртура çав тери кӗтнине каланă хыççăн пушшех те. Мӗншӗн тесен Альберт Мироновичшăн çитес çулхи «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» юбилейлă​ – 25-мӗш – пулать. Эппин, ватăлма та, кахалланма та юрамасть. Хисеплӗ авторăмăра эпир черетлӗ çӗнтерӳпе ăшшăн саламлатпăр. Малашне те сывлăх, иксӗлми вăй-хал тата ăнăçу сунатпăр!

Ирина КУЗЬМИНА.
​ А.Кольцов архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев