Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкин юмахӗсем тӗрлӗ чӗлхепе янăрарӗç

Фарид Мухаметшин республикăра вырăс, тутар тата ытти халăхсен чӗлхисене аталанма условисем туса парасси хальхи вăхăтра питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ

Кӗçнерникун Хусанти Муса Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче Вырăс чӗлхин кунне тата А.С. Пушкин çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă пысăк концерт иртрӗ. Унта аслă поэтăмăр произведенийӗсенчи сюжетсемпе çыхăннă опера, балет пайӗсене кăтартрӗç. ТР Халăхсен Туслăх Çуртӗнчи наципе культура автономийӗсен представителӗсем те хутшăнчӗç пысăк концецрта.
Пухăннисене саламланă май, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Халăхсен ассамблейин председателӗ Фарид Мухаметшин республикăра вырăс, тутар тата ытти халăхсен чӗлхисене аталанма условисем туса парасси хальхи вăхăтра питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. 

Туслăх Çуртӗнчи вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасем Пушкин юмахӗсене каласа пани пурне те килӗшрӗ. Çак постановкăра Алина Садыкова, София Чаркина, Стефания Чаркина, Дарья Тукаева, Илья Тукаев, Кристина Романова, Кира Камзина, Моханнад Алхами тата Оскар Абсандзе хутшăнчӗç. 

С.Чаркина ярса панă сăнӳкерчӗксем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День русского языка