Сувар

Путин паян Хусанта

Тутарстанăн тӗп хули хальхи вăхăтра стратегилле проектсемпе ӗçлет, çав шутра ТУ-160 ракетоносецсен производствине çӗнӗрен чӗртессипе те. Çӗршыв ертӳçи Владимир Путин паян Хусанта çар темипе лару ирттерет.

Раççей Президенчӗ Владимир Путин май праçникӗсем хыççăнах çар темипе ларусем ирттересси пирки пӗлтерет «Татар- информ» ИА РИА Новости хыпарӗ çине таянса. Вӗсенчен пӗри паян, май уйăхӗн 13-мӗшӗнче, Хусанта. Тутарстанăн тӗп хули хальхи вăхăтра стратегилле проектсемпе ӗçлет, çав шутра ТУ-160 ракетоносецсен производствине çӗнӗрен чӗртессипе те.

Сăмах май, оборона промышленность комплексӗн аталанăвӗн темипе ларусем Сочи хулинче çуллен çуркуннепе кӗркунне иртнӗ-ха, кăçал февралӗн 2-мӗшӗнче Президент Оборона министрӗпе Сергей Шойгупа тата МИД ертӳçипе Сергей Лавровпа тӗл пулнă хыççăн, форматне улăштарнă.

Кремлӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, тӗлпулура ТР Президенчӗ Рустам Минниханов çӗршыв ертӳçине 2018 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе кӗскен паллаштарнă май заказчик патне çитерме транспорт организацине панă промышленность продукцийӗ 2 триллион та 818 миллион тенкӗпе танлашнине, МИ-38 вертолет сертификат илнине пӗлтернӗ тата Турци Президентне Реджеп  Эрдогана Хусана килмешкӗн йыхравлама ыйтнă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: