Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПЫСĂК ЯЛĂН ПӖЧӖК КĂТАРТĂВӖ

Çулсерен пӗрремӗш класа килекенсен шучӗ чакса пырать

Якуркел ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул директорӗ Екатерина Киргизова гид пекех пулчӗ пирӗншӗн. Хăй ӗçӗсӗр пуçне ялти ытти сферăсен лару-тăрăвӗпе те интересленет. Ял пуласлăхӗшӗн чунтан пăшăрханни сисӗнет çакăнта.  Сăмах май, Екатерина Валерьяновна шкулта ачасене акăлчан чӗлхине вӗрентет. Ача садӗнчен пирӗн çул Культура çурчӗ енне пулчӗ. Кунта никам та çукчӗ, клуб заведующийӗ Нэля Игнатьева ӗçпе района кайнине пӗлтерчӗç.

Якуркелӗнчи Культура çурчӗн архитектури хăйне евӗр. Балконлă зал ялта сайра курма пулать. Мачча çинчи люстра та интереслӗ, кун йышшине те халиччен курман. Клуб çурчӗ капмар, анчах ăна тӗпрен юсав тума вăхăт çитнӗ. Музейӗнчи урай пусмассерен чӗтренсе тăрать. Куракан залӗнче çурт тăрринчен шыв кайнипе пулӗ мачча çивиттийӗ сарăхса хăпăнма пуçланă. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Анатолий Борисович тӗпрен юсав программине кӗртме темиçе хутчен те заявка янине каларӗ. Анчах хуравӗ халӗ те çук.

– Клубăн архитектурине пӗрре те пăсас килмест. Тӗпрен юсава тăвас пулсан йăлт малтанхи пек упраса хăварма тӗллев пур. Анчах хальлӗхе юсав пирки йышăну çук. Çӗннине тума йӳнерех тухать. Çакнах упраса хăварасчӗ, – пӗлтерчӗ хăй шухăшне пуçлăх.  

Культура çурчӗ вырăн кăна йышăнса ларманни тӳрех курăнать. Кунта тăтăш мӗнле те пулин мероприяти ирттереççӗ. Ал ӗç кружокӗ те пур, ăстаçăсен ӗçӗсем курав йӗркелемелӗх те çитеççӗ. «Шӳлкеме» коллектив вара республикипех палăрса тăрать. Тӗрлӗ конкурссенче çӗнсе илнӗ Хисеп хучӗсемпе Тав çырăвӗсем стена тулли. Ял культури вӗсен çинче тытăнса тăрать те. Умри мероприяти – Нептун кунӗ, унта шкул ачисем те хутшăнмалла. Тăван чӗлхесен çулталăкне халалланă мероприятисем те нумай йӗркелеççӗ.

Шкул пурнăçӗнчен

Якуркелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул 1962 çулта уçăлнă. Совет тапхăрӗнче вӗрентӳ çурчӗ кӗрлесе тăнă. Пысăк ялта ача шучӗ пит нумай пулнă. Халӗ кунта та ытти ялсенчи пекех ача шучӗ çулсерен чакса пырать. Кăçалхи кăтарту – 84 вӗренекен. Учительсен шучӗ 18 çынпа танлашать. Екатерина Валерьяновна пӗлтернӗ тăрăх, кăçал 11-мӗш класран 5 ача вӗренсе тухнă. Эпир пынă кун 3-шӗ биологипе ППЭ пама кайнăччӗ. 9-мӗш классем те патшалăхăн тӗп экзаменне (ОГЭ) аван тытнă. Шкулӗпе те 7 вӗренекен хушшинче пӗр «3» кăна. Ыттисем «4», «5» паллăсемпе тытнă.

– Шел пулин те, 10-11-мӗш класа юлакансем пит сахал. ППЭ пама йывăр теççӗ те каяççӗ. 2-3-ӗн юлма пултараççӗ. Хусанти, Ульяновскри, сайра-хутра Самарăри колледжсене вӗренме каяççӗ. Çулран-çул 1-мӗшне килекен ачасен шучӗ чакса пырать. 2021 – 2022 çулсенчи вӗренӳ çулне 7-ӗн килмелле, тепӗр çул пурӗ те 1-2 кăна. Пысăк ялшăн питӗ начар кăтарту, – пăшăрханăвне пытармарӗ Екатерина Валерьяновна.

Шкул директорӗн сăмахӗсемпе, чăваш чӗлхине 7, 8, 9-мӗш классем кăна вӗренеççӗ. Ашшӗ-амăшсем çав çӗр çăтман закона пула тăван чӗлхе вырăнне вырăслине вӗрентме заявлени çырса параççӗ.

Екатерина Киргизова шучӗпе, тăван чӗлхесене вӗрентессипе уйрăм ушкăнсем тумалла. Анчах хальлӗхе вăл майпа ӗç пымасть.

– Тутар ачисем те пӗрер-икшер пур кашни класра. Вӗсене те уйрăм ушкăн туса тутарла вӗрентмеççӗ. Эпир туса парăттăмăр ушкăнсем, çӳлтен укçа-тенкӗ енчен тӗрев паманнипе май çук. Нумай тутар ачи халь чăвашла вӗренет, ытларах вӗсем хутăш çемьесенчен.

Воспитани енӗпе директор çумӗн Светлана Осипован шучӗпе чăваш чӗлхине вӗрентессин чи çивӗч проблеми вӗрентӳ программипе çыхăннă. Вырăс шкулӗсенче вӗрентмелли ытла та çăмăл, унран усси сахал. Чăваш шкулӗсем валли çырнă программа ытла та кăткăс, правилăсене ăнланма йывăр тет ачасене. Сăмах май, Светлана Николаевна çирӗм çул ытла кӗçӗн классен вӗрентекенӗнче тăрăшнă.

Шкул директорӗн шучӗпе, çавах ытларах ачан вӗренеслӗхӗнчен килет.

– Пултарулăх панă-тăк, пӗри вырăслине те, тутарлине те, чăвашлине те йăлт «çăтса ярать», тепри пӗрне те аран ӗлкӗрсе пырать, – тет Екатерина Валерьяновна. – Шкул кăна ку проблемăна татса параймасть, общество ăнланни, пӗрле ӗçлени кирлӗ.   

Ирина ГОРДЕЕВА.

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев