Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РАÇÇЕЕ ЮТ ÇӖРШЫВСЕН ЦИФРА ТЕХНОЛОГИЙӖСЕМ КИРЛӖ ПУЛМӖÇ

Информаци технологийӗсен аталанăвӗ çиçӗмле хăвăртлăхпа йӗркеленсе пырать. Ӗлӗкрех çынсем тепӗр 50–100 çултан пурнăç мӗнлерех пулӗ-ши тесе пуç ватнă пулсан, хальхи хăвăртлăхпа тепӗр 4-5 çултан та мӗн пулассине пӗлместӗн.

 

Информаци технологийӗсен аталанăвӗ çиçӗмле хăвăртлăхпа йӗркеленсе пырать. Ӗлӗкрех çынсем тепӗр 50–100 çултан пурнăç мӗнлерех пулӗ-ши тесе пуç ватнă пулсан, хальхи хăвăртлăхпа тепӗр 4-5 çултан та мӗн пулассине пӗлместӗн. Мӗншӗн тесен цифра пурнăçа çулсерен мар, кунсерен улăштарать. Чӗлхене те çӗнӗ терминсем, ăнлавсем кӗрсе пыраççӗ. Сăмахран IТ-ландшафт. Мӗне пӗлтерӗ-ха ку? Пӗтӗмлетсе каласан, сăмах çӗршывăн цифра уçлăхӗ, Раççей регионӗсенче цифра трансформацийӗ мӗнле пурнăçланса пыни çинчен. Мӗнле отрасльсене цифрăланă, мӗнле проектсем пурнăçланаççӗ?

 

Анăç куçӗнчен пăхма пăрахăпăр

РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин Хусанта иртнӗ Kazan Digital Week форумра (унта вăл онлайн-режимра хутшăнчӗ) палăртнă тăрăх, 2025 çул тӗлне Раççее Анăçăн цифра решенийӗсем кирлӗ пулмӗç, вăл вӗсенчен пуçӗпех хăтăлать. Ун сăмахӗпе, экономикăн кашни сферине хамăр çӗршывăн цифра решенийӗсем кӗрӗç. Çав шутра ют çӗршывăн программăпа аппарат тивӗçтерӗвӗнчен те хăтăласшăн, вăл та хамăрăн пулӗ. Тӗслӗхсем пур, хамăрăн Иннополисрах тем те тăваççӗ. 

«Çакăн пек тӗллев лартрӗ пирӗн ума Президент информаци инфраструктурине хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес шутпа», – терӗ Михаил Мишустин. Юлашки икӗ çулта кăна пурнăçа кӗртнӗ программăпа техника решенийӗсен калăпăшӗ 75 процента ӳснӗ, укçа çине куçарсан 2 триллион тенкӗлӗх. Хамăрăн разработчиксене хавхалантарас тӗллевпе IТ-контрактсене пурнăçлассипе çыхăннă патшалăх заказӗсене илес механизмсене çăмăллатнă. Хамăрăн айтишниксене ӳстерес тӗллевпе аслă шкулсенче бюджет вырăнӗсене 120 пин таран ӳстернӗ. Налог çăмăллăхӗсем çинчен маларах çырнăччӗ ӗнтӗ.         

РФ Президенчӗн хушăвӗпе, цифра трансформацийӗ 6 тӗп юхăмпа – сывлăх сыхлав, вӗрентӳ, транспорт, хула тавралăхӗн аталанăвӗ, патшалăх управленийӗ, социаллă сфера – пурнăçланса пырать. Стратегие пурӗ 4663 проект кӗнӗ, ку çӗршыври кăтарту.

Раççейре стратегие чи нумай отрасле кӗртнисен шутӗнче Пермь крайӗ малта пырать (18 отрасль), унтан Чăваш Республики (17), Байкал леш енчи тăрăх (16), Саха-Якутипе Тутарстан, Курск облаçӗ 15-шер отрасле цифрăлама йышăннă. Проектсен шучӗпе вара Чăваш Республики чи малта пырать – 128, хыççăн Тутарстан 102 проектпа. 

Çӗршывăн IТ-ландшафчӗпе РФ цифра аталанăвӗн, çыхăну тата массăлла коммуникацисен министрӗн çумӗ Максим Паршин та Хусанта иртнӗ Kazan Digital Week форумра паллаштарчӗ. Ун сăмахӗпе, çывăх вăхăтра Раççей технологи енӗпе те пӗтӗмпех суверенлă патшалăх пулса тăрать. Унтан та ытларах, пуринчен те иртсе кайӗ. Ку тӗп стратеги. Америкăпа Европа çӗршывӗсем санкцисем йышăннă чухне пирӗн уйрăмах хамăрăн технологисене аталантарма тăрăшмалла, паянхи экономикăн ӳсӗмӗ унсăрăн мала каяймӗ. 

 

Çынсен укçи-тенкине вăрлаттарма чарӗç?

Çак шухăшах форума хутшăннă РФ Патшалăх Думин Финанс рынокӗ енӗпе комитет председателӗ Анатолий Аксаков та çирӗплетрӗ. Вăл цифра финанс рынокне мӗнлерех улшăнусем илсе килни пирки калаçрӗ.

«Раççейри финанс çаврăмӗн юхăмӗн ӗçне пӗр ют çӗршывăн тытăмӗ те текех чарса лартаймӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем банксенчи корреспондент шучӗ урлă мар, цифра каналӗсем тăрăх куçма тытăнаççӗ, – терӗ Патшалăх Думин комитет председателӗ ют çӗршыва укçа куçарма альтернативлă çулсем пуррине палăртса. – Политикăри лару-тăру та цифрăланă финанс активӗсемпе усă курма хистет». Сăмах кунта Раççейре криптовалютăна легализацилесси çинчен пычӗ. Анатолий Аксаков форумăн тӗп спикерӗсенчен пӗри пулчӗ. Ун сăмахӗпе, çур çул каялла çеç-ха цифра финанс рынокӗнче мӗн пысăкăш вырăн йышăнма пултарнине шутлама та пултарайман. Малашне ун вырăнӗ ӳссе кăна пырӗ. 

Анатолий Аксаков граждансен банк шучӗ çинче упранакан укçи-тенкине шулӗксенчен хӳтӗлесси çинчен те нумай каларӗ. Ку çулта банксене дроппер (шулӗксем граждансен банк шутӗнчен вăрланă укçана илсе паракансем. Дроппер преступлени  пуçаруçи мар, вăл хушнине пурнăçлакан кăна. Час-часах вӗсен услугисемпе налогран пăрăнас текенсем те усă кураççӗ. Уйрăм çынсем пирки каласан,  дроппер хăйӗн банк карттин шутне укçалла усă курма парса шулӗке вăрланă укçана ун урлă кăларма май парать. – Авт.) шучӗ çине укçа куçарассине блокировка лартма ирӗк паракан закон проектне йышăнма палăртнă. Тӗп Банк  дропперсен даннăйӗсен базине туса вӗсене блок лартма пултарать. 

«Закона кăçалах йышăнасса шанатăп. Ку дропперсен списокне кӗнисене вăрланă укçана хăйсен банк шучӗ урлă кăларма чарӗ тата укçине хуçине каялла тавăрса пама пулăшӗ. Закон çынсен укçисене сыхласа хăварма питӗ кирлӗ», – терӗ Анатолий Аксаков. Сăмах май, çынсене улталаса укçана вăл е ку шут çине куçарма ыйтакансем ытларах (50 процент ытла) Украинăран пулни палăрнă. Аксаков çакна кӳршӗре пурăнакансем Раççей халăхӗн менталитетне аван пӗлнипе çыхăнтарчӗ.

 

Мӗнпе çиеççӗ токенизацие?

Малалла вăл токенизаци çинчен каларӗ. Мӗнпе çиеççӗ ăна? Ахаль çынна тӳрех ăнланма та йывăр. Ансат чӗлхепе каласан, цифра экономики токенизаци çинче никӗсленнӗ. Унпа кунсерен миллиардшар çын усă курать, хамăр сисмесӗрех. Токенизаци йăлари хаклăхсене – укçа-тенке, акцисене, кредит карттин номерӗсене тата ытти хаклă хутсене токенсемпе ылмаштарни пулать. Вӗсемпе ӗçлесси самай ансатрах та хăрушсăртарах. Токенизаци пулмасан интернетри суту-илӳ самай теветкеллӗрех пулатчӗ. Сăмахран, мӗн-тӗр туяннă чухне эсир кредит карттин номерне кирлӗ çӗре çырса тултаратăр, вăл вара туххăмрах цифра токенне çаврăнать. Хăвăр пӗлтермесен сирӗн картта номерне, ытти конфедициаллă даннăйсене никам та пӗлеймӗ. Компанисем вара акцисен цифра аналогӗсене хута яраççӗ.   

 Анатолий Аксаков ку çулла çӗнӗ инструмент –  финанссен цифра активӗсем хута кайнине пӗлтерчӗ. Вăл йăлари финанс инструменчӗсене улăштарма тивӗç. Малашне ют çӗршывсен хушшинчи финанс хутшăнăвӗсем çак мелпе кăна пурнăçланса пырӗç. Паяна виçӗ компани хăйсен цифрăланă финанс активӗсене кăларнă, тепӗр вуншарăшӗ хатӗрленӳ тапхăрӗнче. Сăмах  май, ку банк системисене те пуçа хыçтарать. Мӗншӗн тесен цифрăланă финанс активӗсен куçăмӗ цифра платформисенче пурнăçланать, банксем вӗсене кирлӗ мар. 

«Хальхи вăхăтра Китайпа тата ытти çӗршывсемпе активлă калаçу пырать. Тулашри ют çӗршыври тытăмсем ăна чараймӗç. Шанса тăратпăр, Раççее хирӗç тунă йышăнусем пурнăçланаймӗç». 

 

Ислам банкингӗ Тутарстанра пурнăçланӗ

Юлашкинчен Аксаков ислам банкингӗпе çыхăннă пӗлтерӳ турӗ. «Правительство Председателӗн сӗнӗвӗпе çак инструмента малтанласа Чечняпа Дагестанра хута яма палăртнăччӗ. Паллах, Рустам Нургалиевич кунпа килӗшмерӗ. Мӗншӗн тесен Тутарстанăн ку енӗпе тунă çитӗнӳсем нумайрах. Шăп çак вăхăтра закон проектне Патшалăх Думине пăхса тухма ячӗç. Çулталăк вӗçлениччен ăна йышăнса хута яратпăрах пулӗ. Пилотлă регионсен шутӗнче Тутарстанпа Пушкăртстан», – вӗçлерӗ сăмахне Анатолий Аксаков.

 

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации