Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейре пурăнасшăн-тăк, сыхлама та хатӗр пулмалла

Çак кунсенче Хусанта пысăк стройкăсене рейда тухнă çар полицийӗ Раççей гражданствине илнӗ 39 ют çӗршыв çыннине çар учетне илнӗ. Раççейӗн çак çӗнӗ гражданӗсене Тутарстанри тата Чăваш Енри (пропискăра ăçта тăнине кура) çар комиссариачӗсем çумне çирӗплетнӗ. Апла-тăк, вӗсен Раççейӗн ытлă-çитлӗхӗпе усă курнипе пӗрлех малашне РФ гражданӗсен тивӗçӗсене, çав шутра çӗршыва сыхлассине те, пурнăçлама тивет.

Рейдăн тӗллевӗ — вăрттăн килнӗ мигрантсене тата Раççей гражданствине илнӗ, анчах çар комиссариачӗсенче учета тăма васкаман е вуçех те пăрăнакансене тупасси. Çапла майпа Раççей гражданствине илнӗ 39 ют çӗршыв çыннине çар учетне илнӗ вӗсем, тесе пӗлтерет «Реальное время» сайт РФ Следстви комитечӗн Хусанти 384-мӗш уйрăмӗн хыпарӗ çине таянса.

Çар ведомстви аса илтерет, çар тивӗçӗнчен пăрăнакансене РФ Уголовнăй кодексӗн 328-мӗш статйипе явап тыттараççӗ. Урăхла каласан, 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ е икӗ çула ирӗкрен хăтараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество