Раççейри Çар мухтавӗн кунӗ
Августăн 9-мӗшӗнче Раççейри Çар мухтавӗн кунне паллă туни çинчен калакан указа РФ Президенчӗ Владимир Путин алă пуснă. Документ право информацин интернет-порталĕнче пичетленнӗ.
Раççейри Çар мухтавӗн кунне Ленинград тăрăхӗнче çапăçусем вӗçленнӗ кун палăртма ахальтен йышăнман. Çапăçусем 1941 çулта июлӗн 10-мӗшӗнчен пуçласа 1944 çулта августăн 9-мӗшӗнче кăна вӗçленнӗ. 1 127 кун хушши совет салтакӗсем тăшманăн 50 ытла дивизине аркатнă. Каярахпа ăна хуларан темиçе çӗр километра хăваласа янă. Çак вăхăтра хăйсен пурнăçне миллиона яхăн совет салтакӗ панă, 800 000 ытла мирлӗ çын вилнӗ.
Çар мухтавӗн кунӗн пӗлтерӗшне палăртас тата Ленинграда хӳтӗлекенсен паттăрлăхне ӗмӗрлӗхех çирӗплетес тӗллевпе çак куна суйласа илнӗ.
Сăнӳкерчӗк kremlin.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев