News by date 2 April 2025
-
Раççейри Çар мухтавӗн кунӗ
Августăн 9-мӗшӗнче Раççейри Çар мухтавӗн кунне паллă туни çинчен калакан указа РФ Президенчӗ Владимир Путин алă пуснă. Документ право информацин интернет-порталĕнче пичетленнӗ.
-
Хусанта апрелӗн 2–4 мӗшӗсенче энергетика форумӗ иртет
Тутарстанри Халăхсен хушшинчи «Энергопром» энергетика форумӗ «Казань Экспо» курав центрӗн площадкинче паян апрелӗн 2-мӗшӗнче уçăлнă. Церемоние РФ энергетика министрӗ Сергей Цивилев, ТР Раисӗ Рустам Минниханов, Таджикистан республикин энергетика тата шыв ресурсӗсен министрӗ Далер Джума хутшăннă.
-
«Снежный десант» акци вӗçленчӗ
Хусанти «Сайдаш» Культура центрӗнче Пӗтӗм Раççейри «Снежный десант РСО. Десант Победы» патриотла акци вӗçленнипе республикăри студотрядсен ӗçне пӗтӗмлетнӗ. Студотрядсене кӗрекен 450 ытла çамрăк республикăн 17 районне çитсе пенсионерсене пулăшнă тата шкул ачисене профориентациленӗ. Акци «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсене тивӗçтерет.
-
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене – пулăшу
Тутарстанра СВОна хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене пур енчен те пулăшу параççӗ. Çав шута федераци тӳлевӗсемпе çăмăллăхӗсене кăна мар, социаллă хӳтлӗхе, медицина реабилитацине тата финанс çирӗплӗхне тивӗçтерекен регионти хушма программăсене те кӗртмелле.