Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Раççей чăваш пики – 2020»

Чăваш Ен тулашӗнчи пикесем хальхинче те çын шучӗшӗн кăна кирлӗ пулчӗç-шим? Унсăрăн «Чӑваш Ен тулашӗнчи илӗртӳллӗ пике» пек номинаци кӗртмелле марччӗ пек.

Декабрӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта «Раҫҫей чӑваш пикине» суйланине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Онлайн-мелӗпе иртнӗ конкурсра хӗрсен пултарулăхне (видео ӳкерсе янă ӗçсене) интернетра кăтартнă.

Вице-пике ятне хальхинче Шупашкар хулинчи Виктория Леонтьева тивӗҫнӗ, «Тараватлӑ пике» – Шупашкарти Инесса Шашкина, «Чӑваш Ен тулашӗнчи илӗртӳллӗ пике» – Чӗмпӗр облаҫӗнчи Алина Борисова. «Куракансем килӗштернӗ пикене» куракансем интернет сасӑлав мелӗпе суйланӑ. Вӑл – Елчӗк районӗнчи София Ананьева (Елчӗк районӗ). «Раҫҫей чӑваш пики – 2020» вара – Канаш районӗнчи Анна Беллиева.

Аса илтеретпӗр, Тутарстан каллех ку конкурса хутшăнмарӗ. Чипер хӗрсем çуккинче мар сăлтавӗ (тав Турра вӗсем пирӗн кашни çул çитӗнеççӗ), йӗркелӳçӗсем конкурсантсене пӗр пек условипе хакламаннинче. Республика тулашӗнчи пикесем хальхинче те çын шучӗшӗн кăна кирлӗ пулни сисӗнет, унсăрăн «Чӑваш Ен тулашӗнчи илӗртӳллӗ пике» номинаципе Раççей регионӗсенчи чăвашсене кӳрентермен пулӗччӗç. Конкурс Раççей шайӗнчи-тӗк, унта нимӗнле «тулашри те» пулмалла мар. Çакна конкурс йӗркелӳçисем ăнланмалла пек.

Тутарстан пикисем, аса илеретпӗр: çитес çул «Тутарстан чăваш пики» республика конкурсне ирттерме палăртнă, вăл юбилейли (10 çул) пулать, конкурс дирекцийӗ ăна асра юлмалла ирттерессине пӗлтерчӗ. Эпир те «Сувар пики» конкурс йӗркелерӗмӗр, хутшăнăр! Çӗнтерӳçӗ конкурссăрах «Тутарстан чăваш пики-2021»  конкурса хутшăнать. (Сăнӳкерчӗк ЧНК сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество