Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей экономика министрӗн шучӗпе халяль вăл – инвестицисем, мода тата культура

«Раççей – Ислам тӗнчи: KazanSummit» халăхсен хушшинчи экономика саммитне ирттерме пуçланăранпа тӗнче Хусан çинчен урăх енчен те пӗлме пуçларӗ. Пысăк спорт мероприятийӗсем ирттерме пуçланăранпа Тутарстан çинчен пӗлмен çӗршыв сахал юлчӗ пулӗ çӗр çинче. Экономика форумне йӗркелесе вара Хусан культурăпа спорт тӗп хули пек кăна мар, экономика секторӗнчи лайăх вăйçă пек те палăрчӗ. «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanSummit 2021» саммит кăçал июлӗн 28-30-мӗшӗсенче иртрӗ. Программăна кӗнӗ мероприятисем «Казань Экспо» курав центрӗнче пулчӗç. Виçӗ кун хушшинче пурӗ 90 ытла ӗç сессийӗ иртнӗ, çӗршывсем, регионсем, бизнес хушшинче 20 ытла килӗшӳ çирӗплетнӗ. Хускатнă тӗп темăсем шутӗнче партнерла финанссем, халяль индустрийӗ, çамрăксен дипломатийӗ, медицина, спорт, креативлă индустри, экспорт аталанăвӗ, предпринимательствăпа инвестицисем пулчӗç.

Халăхсен хушшинчи саммита уçнă çӗре ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, РФ экономика министрӗ Максим Решетников, Турци, Казахстан, Азербайджан, Киргизи республикисен, Ульяновск облаçӗн представителӗсем хутшăннă. Асăннă кашни çӗршывăн тата халяль продукцийӗпе ӗçлекен обществăлла апатлантару предприятийӗсен, производительсен курав стенчӗсем ӗçлерӗç, пӗтӗмпе 113 экспонат ытла.
«Тутарстан командине масштаблă мероприяти йӗркеленӗшӗн тав тăвас килет. Паянхи хăйне евӗр лару-тăрăва шута илсен  пӗр-пӗринпе куçа-куçăн тӗл пулма май килни пысăк çитӗнӳ. Раççей пуриншӗн те уçă пулнине пӗлтерни, тӗнче сӗнекен çӗнӗлӗхсене интеграцилени, ислам тӗнчипе хутшăнни питӗ кирлӗ. Халяль – пысăк потенциаллă экономика секторӗ. Ку вăл инвестицисем, мода тата культура», – терӗ Максим Решетников хăй сăмахӗнче.
Мода тенӗрен, пӗрремӗш хут KazanSummit площадкинче пысăк модăн куравӗ иртрӗ. Авторӗ – пысăк тата прет-а-порте модин Парижри синдикачӗн пайташӗ, Раççей халăх художникӗ, паллă модельер Валентин Юдашкин. Хăй коллекцийӗпе вăл саммит хăнисене Modest Fashion Day мероприятире паллаштарчӗ. Унсăр пуçне мероприятин ӗç программинче Раççейпе ют çӗршывсен 16 эксперчӗ «тирпейлӗ модăн» аталанăвӗпе пуласлăхне, çамрăк дизайнерсене пулăшас ыйтусене сӳтсе яврӗç. Каярах вара, июлӗн 28-мӗшӗнче, талантлă 9 çамрăк дизайнер хăйсен ӗçӗсемпе паллаштарчӗç. Мăсăльман хӗрсемпе хӗрарăмсене тум-юм суйламалли пайтахчӗ.
Машиностроительство кластерӗн форумӗ иртни те кăçалхи саммитăн çӗнӗлӗхӗ. Унта Раççей Федерацийӗн, Бельги, Германи, Итали, Китай, АПШ, Франци, Япони, Швейцари тата ытти çӗршывсен ертӳçӗ эксперчӗсем тата 24 компани хутшăнчӗç. «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanSummit» экономика форумӗн тӗп мероприятийӗ иккӗмӗш кунăн пленарлă ларăвӗ пулчӗ. Тӗп сăмах калакансен шутӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, «Раççей экспорт центрӗн» генеральнăй директорӗ Вероника Никишина, ICCIA генеральнăй секретарӗ Юсеф Хасан Халави, Турци Республикин суту-илӳ министрӗ Мехмет Муш, Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсен тулашри суту-илӳ министрӗ Тани Ахмед Аль Зайюди, Кăркăс Республикин инвестици министрӗ Алмамбет Шыкмаматов тата ыттисем пулчӗç. Мероприятие хутшăнакансене РФ Президенчӗ Владимир Путин, Турци Республикин Президенчӗ Реджеп Тайип Эрдоган, РФ Федераллă Пухăвӗн Федераци Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко, Ислам аталану банкӗн ушкăнӗн президенчӗ Бандар Хаджар саламларӗç.
Пленарлă ларăва модератор пулса тӗнче опычӗллӗ журналист, Таймс радио корреспонденчӗ Надира Тюдор ертсе пычӗ.
Раççей Президенчӗ саламлă сăмахӗнче пирӗн çӗршыв партнерӗсем регионри кризислă лару-тăрупа, çивӗч социаллă проблемăсемпе çыхăннă ыйтусене татса парассинче, терроризмпа экстремизм палăрăвӗсене хирӗç тăрассинче Раççей çине хăюллăн шанма пултаратăр тесе палăртнă.
Тутарстан Президенчӗ саммит ислам тӗнчипе экономикăпа гуманитарлă хутшăнусене çирӗплетме пулăшнине каланă. «Саммит ăнăçлă бизнес-платформа пулса тăчӗ. Вăл пире çӗнӗ çыхăнусем йӗркелеме, çӗршывăн инвестицилле потенциалне кăтартма пулăшать», – тенӗ Рустам Минниханов.
Валентина Матвиенко шучӗпе саммит халăхсен хушшинчи экономика хутшăнăвӗсене лайăх мар конкуренцирен, политика, санкцисен хӗсӗрленӗвӗнчен хăтарса  йӗркелеме пулăшать.  
Форумăн ӗç пайӗ ТР Инвестицилле аталану агентствипе килӗшӳсем çирӗплетнипе вӗçленнӗ. Çавсен хушшинче Ислам суту-илӳпе промышленность тата ял хуçалăх палати, Пӗтӗм тӗнчери Халяль саммичӗн йӗркелӳ комитечӗ пулчӗç.  
Каласа хăвармалла, 12-мӗш саммита 64 çӗршывран 4500 ытла делегат хутшăннă. 90 тӗрлӗ сессипе мероприяти ирттерсе нумай ӗçлӗ çыхăну йӗркелени Тутарстан экономикишӗн усăллă пулатех.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев