Сувар

Раççей халăхӗ шутӗнче чăвашсен шучӗ ан чактăрччӗ

Чăваш халăхне упраса хăварасси пиртен кашнинчен килет. Гражданла яваплăрах пуласчӗ пирӗн, туссем! Раççейре пурăнакан нацисен хушшинче шутпа чакас марччӗ пирӗн.

Пӗтӗм Раççейри çырав (перепись) кăçалах, октябрӗн 1-мӗшӗнче пуçланать те 2021 çулхи июнӗн 30-мӗшӗччен пырать. Унччен ăна коронавируса пула 2021 çула хăварни пирки каланăччӗ. Кун çинчен ПРÇ пресс-служби пӗлтерет. Çырав çӗршывăн кашни регионне çитет. Анчах çак улшăну чи инçетри, çитме йывăр чи пӗчӗк хуласемпе ялсене кăна пырса тивет. Июнӗн 27-мӗшӗнче Раççей Премьер-министрӗ Михаил Мишустин йышăннă постановленипе килӗшӳллӗн, çырав çитес çулта апрель уйăхӗнче пуçланать. 

2021 çулхи çырав историре пӗрремӗш цифра перепиçӗ пулать. Кашни переписчика ятарлă программăллă планшетпа тивӗçтереççӗ. Унсăр пуçне граждансем хăйсем те патшалăх услугисен порталӗнче электронлă çырав хутне тултарма пултараççӗ. Çырав кăтартăвӗсем 2022 çулăн тăваттăмӗш кварталӗнче тин паллă пулаççӗ.

Чăвашсен шучӗ 2021 çулхи çыравра чакмасса питӗ шанас килет. Эпир халӗ хамăр шутпа Раççейре тăваттăмӗш халăх пулса тăратпăр, виççӗмӗш вырăнта пулнине те астăватпăр-ха. пиллӗкӗмӗш пулса тăрас марччӗ. Çавăнпа пурне те çырава хутшăнма, нацилӗхе тӗрӗс кăтартма чӗнсе калатăп. Уйрăмах хуларисене, урăх наци çыннисене качча кайнисене е авланнисене асăрхаттарас килет. Чăваш халăхне упраса хăварасси пиртен кашнинчен килет. Гражданла яваплăрах пуласчӗ пирӗн,  туссем! 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: