Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РАÇÇЕЙ ПРЕЗИДЕНЧӖ ДОНБАСРА ЯТАРЛĂ ÇАР ОПЕРАЦИНЕ ПУÇЛАССИНЕ ПӖЛТЕРНӖ

Февралӗн 24-мӗшӗ хумхануллă, пăлхантаракан хыпарпа пуçланчӗ. Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин граждансем патне янă видеообращенире Донбасра ятарлă çар операцийӗ пуçлассине пӗлтерчӗ.

«Донбасри Халăх республикисем Раççейрен пулăшу ыйтаççӗ. Çавăнпа та эпӗ ятарлă çар операцине ирттерме йышăну турăм. Ун тӗллевӗ – çынсене хӳтӗлесси, 8 çула яхăн вӗсем Киев режимӗ енчен геноцид пынине кура хур тӳссе пурăнаççӗ. Эпир Украинăна демилитаризацилес тата денацификацилес тесе тăрăшăпăр», – пӗлтерет ТАСС Президентăн сăмахӗсене.
Юлашки кунсенче Донбасри лару-тăру çивӗчленнине кура унта пурăнакансене эвакуацилеме пуçларӗç. Раççей регионӗсен ертӳçисем пӗрин хыççăн тепри беженецсене йышăнассине пӗлтерчӗç. Тутарстана та нумай çын килчӗ.
Раççее çак утăма тума тӗнчери геополитика лару-тăрăвӗ те хистерӗ пулмалла. Евросоюз, Америка политикӗсен Раççее провокацилес туртăмӗ вăйланса çеç пычӗ, унтан та кунтан çыртма тăрăшрӗç вӗсем. Февралӗн 21-мӗшӗнче ДНРпа ЛНР пуçлăхӗсем Д.Пушилинпа Л.Пасечник ыйтнипе Владимир Путин республикăсен ирӗклӗхне йышăннине пӗлтернӗ хыççăн уйрăмах.  
Паллă ӗнтӗ, енчен те Америка Украинăра неонацистсемпе националистсене хӗтӗртсе те «тăрантарса» тăман пулсан паян кун пек лару-тăру килсе тухмӗччӗ. Питӗ шел, хăйне тӗнче хуçи вырăнне хуракан çӗршыв Раççейшӗн тăванла республикăна геополитика аренинче кăвар туртмалли турчка вырăнне кăна хуни. Çар операцийӗ кӗске пулса тӗнчери тăнăçлăха тавăрма пулăшасса шанас килет.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк kremlin.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев