Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раҫҫейри чи вӑйлӑ ял команди

Пушкӑртстанри Салават хулинче шкул ачисен ял командисем хушшинче "Ылтӑн шайба" хоккей ӑмӑртӑвӗсен ҫӗршыв шайӗнчи финалӗнче Чӑваш Республикинчи "Елчӗк" тата Волгоград облаҫӗнчи "Олимп" тӗлпулнӑ

 

Елчӗк ҫамрӑкӗсен фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк чӑваш хоккеисчӗсем вӑййӑн пӗрремӗш минучӗсенчех лайӑх тактика кӑтартнӑ. Тӗл панӑ пассем елчӗксен атакине вӑйлатнӑ, ҫавӑнпа кӑштахран вӗсем пӗрремӗш гол ҫапса кӗртнӗ.
Иккӗмӗш периодра та "Елчӗк" команда начар выляман, анчах юлашки минутсенче Волгоград облаҫӗн команди шута танлаштарма пултарнӑ.
Финалӑн интригине виҫҫӗмӗш период татса панӑ. Елчӗксен вратарӗ шанчӑклӑ выляйман пулсан, тен вӑйӑ урӑхларах та вӗҫленме пултарнӑ, анчах чӑвашсен хапхине ҫӑраҫҫипе питӗрсе илнӗ пекех пулнӑ юлашки периодра
Пӗрремӗш таймра хирӗҫ вылякансен хапхине гол кӗртсе шут уҫнӑ Денис Хасанов голӗ вӑйӑра камсем ҫӗнтерессине татса панӑ – "Елчӗк" 2:1 "Олимп".
Чӑвашсен командине Пӗтӗм Раҫҫейри турнирта ҫӗнтернӗ ятпа саламлатпӑр! Уйрӑмах командӑн тренерӗсене мухтас килет.
Елчӗк ҫамрӑкӗсен фончӗн сӑнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

6

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Маттурсем патторсем!