Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Район тухтăрӗ: «Хуласемпе райцентрсенче кăна мар, кашни ялта коронавируспа чирлекенсем пур»

Ку чирпе чирлекенсем пирӗн районта нумай, вилекенсем те сахал мар. Райцентрта кăна мар, кашни ялта чирлисем пур. Манăн тăван ялта та ковидран вилнӗ хӗрарăма пытарчӗç нумай пулмасть. Районти тӗп больницара инфекци уйрăмӗнче вырăн çитменнипе ача-пăча уйрăмне те вăхăтлăха инфекци ернисене сиплемелли туса хучӗç. Томографи тума чи йывăррисене кăна юнашар район центрне илсе каяççӗ. Чирлисем ытла нумай пулнипе унта РКТ туса ӗлкӗреймеççӗ... Ман шутпа, статистика чăн картинăн вуннăмӗш пайне кăна кăтартнă пек туйăнать. Нумайӗшӗн чирлӗ пулсан та мазокӗсем отрицательный пулаççӗ, е анализа тӗрӗс илмеççӗ, е урăх сăлтав.

Тутарстан Республикинче юлашки талăкра коронавирус инфекцийӗпе 29 çын чирленӗ. Вӗсенчен пӗри ютран килнӗ çын, ыттисене чирленисенчен ернӗ. 12 çынна больницăна вырттарнă, 17-шӗ килте сипленет.

Çул ӳсӗмне кура чирлисене çакăн пек ушкăнсене пайлама пулать:

18 çула çитиччен – 1

18-30 çултисем – 3

30-50 çултисем – 7

50-60 çултисем – 5

60-70 çултисем – 10

70-80 çултисем – 3

80-90 çултисем – 0

90-ран иртнисем – 0

 

Географи тӗлӗшӗнчен:

Хусан – 11

Çырчалли – 7

Арск – 1Тури Услон – 1

Елабуга – 1

Заинск – 1

Ешӗлвар – 1

Мамадыш – 1

Мензеле – 1

Çӗнӗ Шуçăм – 2

Нурлат – 1

Ютаза – 1

 

Пурӗ республикăра коронавируспа чирлекенсен шучӗ 5189 çынна çитнӗ. Статистикăна пăхсан савăнмалла пек – чирлекенсен шучӗ кунран кун чакса пырать. Юлашки кунсенче, ав, кунсерен чирлекенсен шучӗ 30-тан та чакрӗ. Эппин çӗнтерсе пыратпăр ку вируса? Темӗн, пӗрре те шанас килмест çакна. Йӗри-тавра çынсем чирлеççӗ. Кашни кун кам-тăр чирлени пирки илтетӗн. Ак, тӗслӗхрен, пӗр районта ӗçлекен тухтăр мӗн пӗлтерчӗ:

«Эпӗ те чирлесе ирттертӗм коронавируспа. Малтан манпа пӗрле пӗр кабинетра ӗçлекен медсестра чирлерӗ, унтан мана та лекрӗ. Медсестра больницарах выртса тухрӗ, ӳпке шыççи унăн халӗ те иртсех пӗтмен. Мухтав Турра, эпӗ килте кăна икӗ эрне хушши сиплентӗм.

Ку чирпе чирлекенсем пирӗн районта нумай, вилекенсем те сахал мар. Райцентрта кăна мар, кашни ялта чирлисем пур. Манăн тăван ялта та ковидран вилнӗ хӗрарăма пытарчӗç нумай пулмасть. Районти тӗп больницара инфекци уйрăмӗнче вырăн çитменнипе ача-пăча уйрăмне те вăхăтлăха инфекци ернисене сиплемелли туса хучӗç. Томографи тума чи йывăррисене кăна юнашар район центрне илсе каяççӗ. Чирлисем ытла нумай пулнипе унта РКТ туса ӗлкӗреймеççӗ... Ман шутпа, статистика чăн картинăн вуннăмӗш пайне кăна кăтартнă пек туйăнать. Нумайӗшӗн чирлӗ пулсан та мазокӗсем отрицательный пулаççӗ, е анализа тӗрӗс илмеççӗ, е урăх сăлтав.

Халăхăн пысăк пайӗнче çак çӗнӗ вируса хирӗç иммунитет пулсан кăна ку чир чакса ларать те çынсене хăратма пăрахать. Çакă тата виçӗ-тăватă уйăх иртмесӗр пулма пултараймасть-тӗр...»

Районта ӗçлекен врач пӗрре те суймасть. Республикăри нумай районта çавăн пек лару-тăру. Больницасенче вырăн çитменнипе çынсене килте сипленме хăвараççӗ, чи йывăррисене кăна госпитализацилеççӗ. Анчах та сывлăх япăхланса çитсен кая юлма пулать вӗт...

Хисеплӗ вулакансем, коронавирус хальлӗхе ниçта та çухалман, чакма та шутламасть пулмалла. Çавăнпа та питӗ асăрхануллă пулăр – çынсем нумай çӳрекен вырăнсене çӳреме ан тăрăшăр. Ку вирус хăвăрт ерет, хам чирлесе куртăм.   

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус