Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăн чи лайăх комбайнерӗсем паллă

Сергей Николаев («Хузангаевский» ООО), Николай Николаев («Авангард» ООО), Владислав Таиркинпа Алексей Кудряшов («Аксу Агро» ООО), Николай Моисеев (П.В. Дементьев ячӗллӗ агрофирма) – республикăри чи лайăх комбайнер-чăвашсем.

Кăçал июль уйăхӗн вӗçӗнче ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерстви вырмана тухăçлă та хăвăрт ирттерес, комбайнер профессийӗн сумне ӳстерес тата хуçалăхсенче техникăпа тирпейлӗ те лайăх усă курас тӗллевпе комбайнерсен республика конкурсне пуçарнăччӗ. Çак кунсенче конкурса пӗтӗмлетсе Тутарстанăн чи нумай тырă çапнă тата вырнă 490 комбайнера палăртрӗç. Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче чăвашсем те сахаллăн маррине хавхаланса пӗлтеретпӗр. Вӗсем: Элкел районӗнчи Сергей Витальевич Николаев («Хузангаевский» ООО), Пăва районӗнчи Николай Николаевич Николаев («Авангард» ООО), Аксу районӗнчи Владислав Александрович Таиркинпа Алексей Петрович Кудряшов («Аксу Агро» ООО), Çӗпрел районӗнчи Николай Федорович Моисеев (П.В. Дементьев ячӗллӗ агрофирма) тата ыттисем. Çӗнтерӳçӗсен тулли списокӗпе http://agro.tatarstan.ru/rus/peredoviki.htm ссылкăпа кӗрсе паллашма пулать. Саламлатпăр, комбайнерсем! (Г.Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство