Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăн тӗп хулинче кăна пурӗ 383 авари пулнă, вӗсенчен 4-шӗнче çынсем аманнă.

Уяв кунӗсенче республикăн тӗп хулинче пурӗ 383 авари пулнă Канмалли тата уяв кунӗсенче Хусанта çăмăл машинăсен шучӗ самай чакрӗ (ял-хуласене кайнипе) пулсан та, аварисем сахалланни сисӗнмерӗ. ПАИ сводкисенчен курăннă тăрăх, канмалли, уяв кунӗсенче республикăн тӗп хулинче кăна пурӗ 383 авари пулнă, вӗсенчен 4-шӗнче çынсем аманнă. Март уйăхӗн 8-мӗшӗнче кăнтăрла Московская урамӗнче авари Kia Rio машинăн 24-ри водителӗ айăпӗпе пулнă. Вăл хирӗç килекен çул çине тухнă та малтан Chevrolet машинăпа, унтан Hyundai Solaris машинăпа çапăннă. Машинăсенчен пӗринче малта ларса паракан 5-ри ача тӗрлӗ çӗртен аманнă.

Уяв кунӗсенче республикăн тӗп хулинче пурӗ 383 авари пулнă

Канмалли тата уяв кунӗсенче Хусанта çăмăл машинăсен шучӗ самай чакрӗ (ял-хуласене кайнипе) пулсан та, аварисем сахалланни сисӗнмерӗ. ПАИ сводкисенчен курăннă тăрăх, канмалли, уяв кунӗсенче республикăн тӗп хулинче кăна пурӗ 383 авари пулнă, вӗсенчен 4-шӗнче çынсем аманнă.

Март уйăхӗн 8-мӗшӗнче кăнтăрла Московская урамӗнче авари Kia Rio машинăн 24-ри водителӗ айăпӗпе пулнă. Вăл хирӗç килекен çул çине тухнă та малтан Chevrolet машинăпа, унтан Hyundai Solaris машинăпа çапăннă. Машинăсенчен пӗринче малта ларса паракан 5-ри ача тӗрлӗ çӗртен аманнă.
Кивӗ Аракчино урамӗнче те икӗ машина хире-хирӗç пырса тăрăннине пӗлтерет Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби. Инкекӗн сăлтавӗ Skoda автомобилӗн 24-ри хӗр-водителӗн тимсӗрлӗхӗ. Йӗри-тавра лайăх пăхмасăр сиксе тухнă та хирӗç килекен «Лада» автомашинăпа пырса çапăннă. «Лада» машинăри пассажир аманнă.
Çакăн евӗрлӗ хăрушă авари уяв кунӗсенче Мензеле районӗнче М7 трасса çинче те пулнă. Унта икӗ çăмăл машина хире-хирӗçех пырса тăрăннипе икӗ машинăри 5 çын аманнă. Телее, вилекенсем çук, пурне те больницăна ăсатнă.
ТР ШӖМӗн пресс-служби март уйăхӗн 5-мӗшӗнче Ешӗлвар çулӗ çинче автобуспа йывăр тиевлӗ Volvo машина çапăнни пирки пӗлтерет. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, Хусантан тухакан фура Ешӗлвара каякан çулăн тӳрӗ кăна каймалли пайӗнче сулахаялла пăрăннăран юнашар пыракан автобус ун çине кӗрсе кайнă. Çав вăхăтра автобусра 10 çын ларса пынă, вӗсенчен 4-шӗ аманнă. Çаплах автобусăн умӗ лапчăннипе водитель шар курнă.
Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев