Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра урнă чир алхаснипе виçӗ яла карантина хупнă

Карантин вăхăтӗнче асăннă ялсенче кильти выльăхпа суту-илӳ тума, вӗсене урăх районпа яла леçме, тискер чӗрчунсем тытма, чирлӗ выльăха аша пусма, чирлӗ ӗне сӗтне ӗçме юрамасть.

Тутарстанри виçӗ района урнă чирпе (бешенство) карантина хупнă. Кун пирки ТР Президенчӗн Указне республика ертӳçин официаллă порталӗнче пӗлтернӗ. «Урнă чирпе чирлессин лару-тăрăвӗ çивӗчленнипе Тутарстан республикин çак районӗсенчи ялсене карантина хупма хушатăп: Алексеевски районӗнчи Новоспасск ялне, Заинск районӗнчи Утяшкино ялне, Çӗнӗ Шуçăăм районӗнчи Шахмайкино ялне», – тенӗ документра.  

Карантин вăхăтӗнче асăннă ялсенче кильти выльăхпа суту-илӳ тума, вӗсене урăх районпа яла леçме, тискер чӗрчунсем тытма, чирлӗ выльăха аша пусма, чирлӗ ӗне сӗтне ӗçме юрамасть. Унсăр пуçне, сывă выльăхăн сӗтне те пастеризацилемесӗр ӗçме юрамасть, дезинфекци тумасăр тир те, çăм та ниçта та илсе тухмалла мар.

Чару режимӗ юлашки чӗрчун чирленӗ хыççăн икӗ уйăх иртнӗ хыççăн тин ӗçрен тухать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество