Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РЕСПУБЛИКĂРИ БИЗНЕС СЕКТОРӖ ПУЛĂШУСĂР ЮЛМӖ

Анăçпа Америка Раççее хирӗç санкцисен çӗнӗрен те çӗнӗ пакечӗсене йышăннă вăхăтра федераллă власть органӗсем те ахаль лармаççӗ. Экономикăна, предприятисене, граждансемпе бизнеса тӗрев парас тӗллевпе пулăшу мерисен виçӗ пакетне хатӗрлесе çитернӗ. Нумай ӗç импорта ылмаштарассипе пырать.

Паллах, промышленноçпа производствăра çийӗнчех ют çӗршыв таварӗсенчен тытăнса тăрассине татса пама çук. Ун валли вăхăт кирлӗ. Çапах экономика эксперчӗсен прогнозӗсем пит кичем мар. Анăçран пăрăнса Хӗвелтухăç çӗршывӗсемпе экономикăлла туслă çыхăнăва йӗркелеме каллех вăхăт кирлӗ. Федераллă центрсăр пуçне республикăра та хăйне уйрăм пулăшу мерисен пакетне йышăннă. Йышăнусем финанс программисене те,  укçа-тенкӗпе çыхăнманнисене те пырса тивеççӗ. Паянхи лару-тăрура чи кирлисенчен пӗри – льготăллă финанслав. Вăл производство предприятийӗсенчен пуçласа харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсем таранчченех кирлӗ. ТР Экономика министерствине пăхăнса тăракан Предпринимательсене пулăшупа тивӗçтерессин фончӗ хăй кăна 7 микрофинанс программине хута янă. Сăмахран, импорта ылмаштарассипе ӗçлекен вăтам тата пӗчӗк бизнеса, ял хуçалăх тата тирпейлекен производствăна виçӗ çула 9,5 процент ставкăпа 5 миллион тенкӗ параççӗ. Çакăн пек условисемпех социаллă предпринимательсен реестрне кӗнӗ предпринимательсене, промпарк резиденчӗсене, экспорта аталантарассипе ӗçлекенсене укçа-тенкӗпе тивӗçтереççӗ. Унсăр пуçне республикăра социаллă бизнеспа ӗçлекенсем грант выляса илме пултараççӗ. Анчах çак майпа 25 çула çитеймен предпринимательсем кăна усă кураяççӗ. Укçа-тенкӗпе çыхăнманнисен шутӗнче бизнеса информаци, консультаци пулăшăвӗпе тивӗçтересси, кирлӗ-кирлӗ мар тӗрӗслеврен хăтарни кӗрет.

  Импортран тытăнса тăма пăрахмалла

Пулăшу мерисене йышăнни лайăх, ку пӗр япала. Пуринчен ытла вӗсен пурнăçланăвӗ пӗлтерӗшлӗ. Мӗнле йӗркеленсе пырать вăл тата ӗç режимӗнче еплерех кăтартаççӗ хăйне? Чи курăмлă тӗслӗх шутӗнче Иннополис. Хальхи вăхăтра унта ИТ-технологисен аталанăвӗн сферинче импорта хамăрăн продуктпа ылмаштарасси анлă пурнăçланса пырать. Кун пирки ТР вице-премьерӗ журналистсемпе тӗл пулнă чухне каларӗ. «Правительствăн пулăшу мерисене пурнăçа кӗртессипе, вӗсем ӗçлеччӗр тесен аванах тăрăшма тивет. Мӗн пулса иртет-ха Иннополисра? Кунта яланах çавăн пек компанисемпе продуктсен класӗ пулнă, хăшӗсем кирлӗ информаципе пӗр шелсӗр ылмашăнаççӗ. Технопаркра вырнаçнă  резидент-компанисем паян тӗнчере анлă сарăлнă  ИТ-сферăри программа продукчӗсен аналогӗсене хатӗрлессипе ӗçлеççӗ. Компьютерсем, андроидсем валли операци системисене, ыттине хатӗрлеççӗ», – терӗ Роман Александрович. Сăмах май, «Суварта» кун пирки эпир çыртăмăр. 

Вице-премьер уйрăммăн Иннополис туса кăларакан системăсем çинче чарăнчӗ. Вăл палăртнă тăрăх, университет çулсерен тӗпчев ӗçӗсем ирттерсе темиçе теçетке таранччен патент хӳтӗлет. Вӗсенчен хăш-тăр пайӗ коммерцилле тавара çаврăнать. Раççейӗн пысăк корпорацийӗсем ыйтнипе те нумай тӗпчев ирттереççӗ. Роман Шайхутдинов палăртнă тăрăх, максималлă шайра халӗ импорт диктатӗнчен тухассипе ӗç пырать. Робототехника та хăвăрт утăмпа аталанса пырать. Чи кирли ку лару-тăрура резидентсен программа продукчӗсене коммерциализацилесси. Импортран хăпассипе йышăннă мерăсен шутӗнче Иннополисри инноваци центрӗн команди шутласа кăларнă   продуктсене Раççей рынокне кăларасси, иккӗмӗшӗ – ИТ-специалистсене ӗçлеме илӗртесси, виççӗмӗшӗ – çӗршыв правительствипе çӗнӗ пулăшу мерисем енӗпе ӗçе вăйлатасси. 

Роман Шайхутдинов сăмахӗсемпе, республикăра кăçал Цифровизаци çулталăкне йышăнни питӗ те вăхăтлă, вăл çивӗч лару-тăру çуратакан нумай ыйтăва татса пама пулăшать. Тӗллевлӗ çулталăкăн мероприяти программи улшăнмасăр пурнăçа кӗмелле тесе палăртрӗ вице-премьер. 

Санкцисене тепӗр пилӗк çула тăссан мӗн пулӗ?

«Санкцисене тепӗр пилӗк çулсăр та пăрахăçламасан импорта хамăрăн продуктпа ылмаштарма тата Раççей шайӗнче сарма шанăç питӗ пысăк. Пурнăçлану проценчӗ ют çӗршыв компанийӗсем хăйсен ӗçне пирӗн çӗршывра пуçӗпех хупассинчен те нумай килет. Ют çӗршыври ИТ-компанисемпе ӗçлесси виçӗ сценарипе пурнăçланма пултарать. Питӗ шанатăп йăлт мирлӗ татса парасса. Пӗри уççăн палăрать: индустрире, пӗтӗмӗшле илсен, хамăрăн продуктпа усă курмалли. Вăл çапла пулмалла пулнă та. Ку тӳрремӗнех ИТ-специалистсен кирлӗлӗхне вăйлатать. Вӗсем пире çитмеççӗ. Иннополисра кăна 500 ваканси пур. Çӗршывӗпе вӗсен шучӗ пӗр миллион ытларах кăна», – терӗ спикер. 

Вице-премьер палăртнă тăрăх, ахаль çынсем ИТ-технологисен аталанăвне тата вӗсен кулленхи пурнăçа кӳрекен витӗмне чи малтан банк системипе усă курнă тăрăх хаклама пултараççӗ.  Кӗтнӗ мероприяти шутне Раççейӗн социаллă сечӗсенче пӗчӗк тата вăтам бизнеса хăйсен ӗçне аталантарма майсем туса парассине кӗртрӗ. 

Тӗрӗсех, нумай предприниматель, ытларах харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсем ют çӗршывсен социаллă сечӗсенче хăйсен аккаунчӗсене уçса бизнес йӗркелесе пыратчӗç. Вӗсенчен чи пысăккисене (ячӗсене Роспотребнадзор чару хунине шута илсе асăнмăпăр) хупнă хыççăн нумай çыннăн чăн-чăн истерика пуçланчӗ. Социаллă сетьре бизнес илсе пырса тăранса пурăннă та-ха вӗсем. Паллах, нервсем чăтаймаççӗ. Çавăнпа, сăмахран, «ВКонтактере», «Одноклассникире» бизнес йӗркелеме меллӗ майсем туса памалла. 

Кама кирлӗ унта эпир?

Тӗнчери политика лару-тăрăвӗн, санкцисен витӗмӗ, пӗтӗмӗшле илсен, Тутарстанри ИТ-компанисене хальлӗхе пит пысăк улшăнусем илсе килмен. Мӗншӗн тесен ИТ-сфера экономикăн чăн секторне пит тарăн кӗнӗ.  Тутарстанри компанисенчен ют çӗршыв специалисчӗсем те купипе пăрахса тухса кайман. Тухса кайнисем каялла таврăнма майсем шыраççӗ. Роман Шайхутдинов пӗлтернӗ тăрăх, Раççей Украинăра ятарлă операци пуçласанах пӗр ют çӗршыв çынни тухса кайма мар, хăйӗн çемйине кунта илсе килме пулăшу ыйтнă. Ыйтнине пурнăçланă, паян вăл çемйипе лăпкă кăна Иннополисра пурăнать. Çӗршывӗпе илсен 50–70 пин ИТ-специалист ют çӗре тухса кайнă. Тӗрӗссипе вӗсем пурте ют çӗршыв компанийӗсемшӗн ӗçлесе пурăннă. Тухса кайнисенчен тепӗр çурри Раççей компанийӗсенче, ытларах старт-апсенче тата апат-çимӗç производствипе çыхăннисенче ӗçленисем. Иннополисри компанисене илес пулсан, пурӗ 6 предприяти, ют çӗршывпа çыхăннисенчен те пит каякансем çук.

«Хăвăрах шутлăр, пӗр япала пуçтарăнса тухса каясси. Тепри – унта хăв валли вырăн тупасси. Ну кама кирлӗ унта эпир? Тата социаллă культура шокӗ те пур. Ачана шкула е ача садне вырнаçтармалла. Медицина страховкине тумалла. Гражданство иличчен ун хакӗ пӗр евӗр, илсен пырӗ. Анчах хăçан çав çӗршыв гражданӗ пулса тăрăн, тата парӗç-и-ха ăна сана? Çак чăрмавсемпе пурнăç питӗ хакланса каять. Хăвăрах шутлăр, аван-и ку е япăх?» – пӗтӗмлетрӗ сăмахне Роман Александрович. (Р.Зарифов сăнӳкерчӗкӗ). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев