Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рункă фермерӗн Алексей Кубайкинăн тепӗр медаль!

Алексей Кубайкин çак кунсенче Мускавран РФ Ял хуçалăх министерствин бронза медалӗпе таврăнчӗ.

Пăва районӗнчи Рункă ялӗн çамрăк фермерӗ Алексей Кубайкин çак кунсенче Мускавран РФ Ял хуçалăх министерствин бронза медалӗпе таврăннине хыпарлать район сайчӗ. Пăва чăвашне Мускаври ВДНХра октябрӗн 10-13-мӗшӗсенче иртнӗ «Золотая осень» XX агропромышленность куравӗнче чысланă иккен. Çак хисепе Алексей выльăх-чӗрлӗх продукцине туса илессинче пысăк çитӗнӳсем тунăшăн тивӗçнӗ.

Алексей Кубайкин республикăра кăна мар, Раççейре те паллă çамрăк фермер. Вăхăтӗнче сысна ӗрчетессинчен пуçланăскер, халӗ мăйракаллă шултра выльăх ӗрчетет. Калас пулать, ӗçе чăваш каччи  ячӗшӗн кăна тумасть, чăн-чăн çӗр хуçи.  Çакна унăн çӗнсе илнӗ наградисем те çирӗплетеççӗ. Вăл – «Предприниматель года. Золотая сотня» республика тата 2016 çулта «Лучшие семейные фермы – 2016» ( «До 100 голов» номинацире) Раççей конкурсӗсен çӗнтерӳçи.

Алексей Кубайкина бронза медале тивӗçнӗ ятпа чӗререн саламлатпăр. Унпа пӗрле савăнатпăр. Малашнехи ӗçӗнче те пысăк çитӗнӳсем тума иксӗлми вăй-хал сунатпăр! (А.Кубайкин архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство